НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Укçа пама Мускава вĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.11.2025, 09:24 Просмотров: 129

Тивĕçлĕ канури хĕрарăм ултавçăсене укçа парас тесе Мускава самолетпа вĕçнĕ.

Ку Шупашкарта пурăнакан 78 çулти хĕрарăмпа пулса иртнĕ. Вăл ултавçăсене 1 млн та 700 пин тенкĕ «парнеленĕ».

Ун патне домофон улăштармалла тесе шăнкăравланă. Хĕрарăм хăйĕн даннăйĕсене пĕлтернĕ, кун хыççăн унпа темиçе палламан çын çыхăннă, опер, юрист... Вĕсем ăна хăратма пуçланă, хĕрарăм вара хăйне мĕн хушнине  пĕтĕмпех пурнăçланă. Телефонпа шăнкăравлакансем ăна 75-ри арçынпа тĕл пулма хушнă, унран 1 миллион тенкĕ илме ыйтнă. Çак арçын та улталаннă. Унтан хĕрарăма хăйĕн укçине хушса курьера парса яма каланă. Унăн укçа татах пуррине пĕлсен ултавçăсем ун валли Мускава самолетпа вĕçме билет туянса панă. «Юрист» çыхăнăва тухма пăрахсан тин хĕрарăм хăйне улталанине ăнланнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30