НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Улах» Чĕмпĕр чăвашĕсене концертпа савăнтарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.11.2025, 09:21 Просмотров: 144

Иртнĕ эрнере эпир Шăрттанти культура çурчĕ çумĕнчи «Улах» фольклор ансамблĕпе Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿлĕхĕ чĕннипе «Современник» киноконцерт керменĕнче чăвашсен йăли-йĕркипе ирттернĕ «Кĕр сăри» фестивале хутшăнтăмăр, уявăн хаклă хăнисемпе куракансене хамăр репертуарти чи лайăх юрă-ташăсене парнелерĕмĕр.

Фестиваль программи анлă пулчĕ, хамăр наци апат-çимĕçĕн куравĕ, чăваш сăрине тутанса тăхасси тата ытти те хăнасене тыткăнларĕ те, илĕртрĕ те. Çав вăхăтра эпир фойере хамăр ушкăнпа хăна юррисемпе такмаксене шăрантарнă май ташша ятăмăр. Пирĕн тавра самантрах халăх пуçтарăнчĕ. Хăшĕ-пĕрисем кăмăлĕсене ирĕке ярсах пирĕнпе пĕрле ташласа савăнчĕç. «Сирĕн тумсем çав тери хитре, хăйне евĕрлĕ!» - тесех ырларĕç эпир асаннесен арчисенчен туртса кăларса çĕнетсе тăхăннă пир кĕпесене уяв хăнисем.

 Чи савăнăçли, фестивалĕн пысăк концерчĕ вара йышлă халăха пухрĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Чăваш Енрен кайнă эстрада çăлтă-рĕсемпе пĕрлех сцена çине тухма чыс çĕнсе илни хăех хавхалантарчĕ ял артисчĕсене. Ăста та маттур вăйăç Константин Антонов купăс каласа хаваслантарса пынă май, «Улах» ансамблĕн активлă участникĕсем Вера Федулова, Алевтина Никитина, Ольга Савина, Надежда Гордеева, Фаина Антонова, Ирина Шумихина, Зинаида Семенова, Александр Яковлев, Геннадий Данилов, Валентин Семенов, Анатолий Яковлев хамăр енчи чăвашсен халăх юррисене шăрантарчĕç, уява килнисене чунтанах савăнтарчĕç. Залри халăх пирĕн «Ĕçес-çиес», «Тавай юратар-и» юрăсем янăрама тытăнсан вырăнта чăтса лараймарĕ, ташша тухрĕ. Арçынсен ушкăнĕ шăрантарнă чуна пырса тивекен юрра итленĕ хаççăн та куракансем тăвăллăн алă çупрĕç, концерта ертсе пыракансем те, йĕркелÿçĕсем те ăшă сăмахсем каласа тав турĕç пире. Чĕмпĕр чăвашĕсем халăх юрри-кĕввисĕр тунсăхлани сисĕнчĕ.

Хавасланса таврăнтăмăр Чĕмпĕртен, хамăр ума çĕнĕ тĕллевсем лартрăмăр, «Улах» йĕркеленнĕренпе 2026 çул пуçламăшĕнче 10 çул çитет. Çак тапхăрта самай аталантăмăр эпир, пире тăван халăх сăмахлăхне, чĕлхипе юрри-ташшине юратни пĕрлештерет. Фольклор ушкăнне чăмăртаканĕсенчен пĕри ун чухнехи Шăрттан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Моисеев пулнă, ытларах вăл тăрăшнипе çĕклентĕмĕр эпир. Хальхи вăхăтра вăл ятарлă çар операцине хутшăнать пулсассăн та пирĕн ĕç-хĕлпе интересленсех тăрать, хамăр та ăна ырă хыпарсемпе, çĕнĕ çитĕнÿсемпе хавхалантарма тăрăшатпăр.

 Зоя Яковлева,

«Улах» фольклор ансамблĕн ертÿçи

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30