Раççей телеканалĕн вырсарникун эфира тухакан «Играй, гармонь» кăларăмне кашни хутĕнчех кăмăлласа пăхатăп. Иртнĕ эрнере те хăнăхнă йăларан пăрăнас темерĕм.
Ашшĕн паха пуçарăвне анлă çул парас тесе хăйсенчен м.н килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ юрă искусствине чун-чĕререн тĕпе хунă Геннадий Заволокинăн ачисем. Настьăпа Захар хăйсем суйласа илнĕ тĕп çул-йĕрпе малалла çирĕппĕн талпăннине курма мĕн тери лайăх. Акă, йăлана кĕне кăларăма ку хутĕнче те çав тери килĕштерсе пăхрăмăр мăшăрпа иксĕмĕр те. Ку кăларăмра Раççей тава тивĕçлĕ артистки Анастасия Заволокинăпа Захар Заволокин Алтай крайĕнчи Рубцовск хулинчи искусство ăстисен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç пире. Вĕсене халалласа икĕ кăларăм йĕркеленĕ авторсем.
Сюжетсенчен пĕринче Рубцовскри ăста купăсçăн, кунти трактор заводĕнче тĕп конструкторăн пĕрремĕш çумĕнче ĕçлекенĕн, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ изобретателĕн Олег Корчагинăн ăсталăхĕпе паллашма май килчĕ. Сăмах майăн, Олег Васильевич пирĕн ентеш иккен. Унăн ашшĕпе амăшĕ те, аслашшĕпе асламăшĕ те çĕршывĕпех палăрнă трактор заводĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнă-мĕн. Олег хăй Мускаври Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академине лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Аспирантурăран ăнăçлă вĕренсе тухсан, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Черетре - наука докторĕн диссертацийĕ.
Тăван тăрăхра, вăрманлă-юханшывлă Йĕпреç хутлăхĕнче Корчагинсен тăванĕсем пурăнаççĕ халь. Çывăх тăванĕсен нимĕнле хакпа та виçме çук кĕтесне халалласа конструктор чăваш юррисен вариацине эфира кăларчĕ...
Геннадий Кузнецов
Ноябрь 2025 |
