НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăхăрвунă çулпа саламланă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.11.2025, 09:10 Просмотров: 150

Эйпеç тăрăхĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Людмила Михайловна Михайлова 90 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Чыслă та сумлă уявпа хисеплĕ ватăна çывăх çыннисем тата пуçлăхсем ăшшăн саламланă.

Эйпеç территори пайĕн пуçлăхĕ Владислав Прохоров Людмила Михайловнăна тăван ял аталанăвне калама çук пысăк тÿпе хывнăшăн чунтан тав тунă. «Эпир сирĕн умра пуçăмăрсене таятпăр. Эсир пирĕн ял-йышшăн, уйрăмах çамрăксемшĕн, ĕçĕр-хĕлĕрпе те, çирĕплĕхĕрпе те ырă тĕслĕх кăтартакан хисеплĕ ентешсенчен пĕри. Тавах сире. Çирĕп сывлăх, хастарлăх тата тăнăç тÿпе сунатпăр», - тенĕ Владислав Валерьевич. Вăл юбиляра Йĕпреç муниципаллă округ пуçлăхĕн Игорь Семеновăн саламлă открыткине тата асăнмалăх парне парса чысланă.

Людмила Михайловна хăйне хисеплесе чыс тунăшăн, ертÿçĕсем ватăсене манманшăн, тимлĕх уйăрнăшăн хăнасене чĕререн тав тунă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30