НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Анна Тумаланова премие тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.11.2025, 09:08 Просмотров: 131

Ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çыракан авторсене тупса палăртма тата хавхалантарма пирĕн республикăра çулсерен конкурс ирттереççĕ. Кăçалхи çĕнтерÿçĕсен ячĕсем паллă. Вĕсен йышĕнче пирĕн хисеплĕ ентеш те пур.

Шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă ĕçсенчен Анна Тумалановăн «Пĕчĕк Кулян пысăк тĕллевĕсем» алçырăвне тÿресем пысăк хак панă. Автор ку ĕçшĕн 50 пин тенкĕ премие тивĕçĕ.

Анна Михайловна Чăваш Тимешĕнче пурăнать. Нумай çул салари шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, районти «Çĕнтерÿшĕн» тата республикăри «Хыпар» хаçачĕсенче вăй хунă. Çырас туртăм яланах пысăк пулнă унра. Повеçсемпе сăввисем, калавĕсем районти тата республикăри хаçат-журналта пичетленсех тăраççĕ. Паллă поэтсен сăввисене тăван чĕлхе çине куçарнă ĕçĕсем те ăнăçлă пулса тухаççĕ. 2020 çулта Анна Тумаланова Алексей Талвир ячĕллĕ литература премине тивĕçнĕ.

Анна Михайловна «Так и жевем», «Хĕвел çинчи тумла», «Хĕрлĕ пăнчă», «Басни» кĕнекесен авторĕ. Хăй умне лартнă тĕллевсем татах та пур унăн. Çитес вăхăтра çыравçă-журналист пире çĕнĕ кĕнекепе паллаштарĕ, 2026 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче унăн конкурсра çĕнтернĕ алçырăвĕ кун çути курĕ.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30