НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чĕререн тав тăватпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 09:21 Просмотров: 199

Хумпуç Патăрьелĕнче пурăнакансем тахçанах яла пырса кĕрекен çула юсасси çинчен ĕмĕтленетчĕç. Кăçал çак ĕмĕт пурнăçланчĕ. Пирĕн яла «Калинино-Батырево-Яльчики» автоçулпа çыхăнтаракан çула тĕплĕн юсарĕç, çĕнĕрен сарчĕç тесен те юрать. Çиелти сийне кăна мар,  çул тумалли йĕркесене пăхăнса пур сийне те çĕнетрĕç.

Юсама палăртнă çул лаптăкĕн çуррине кăçал туса пĕтерчĕç, тепĕр çул ыттине майласа çĕнетĕç. Çак пысăк та пирĕн ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç Йĕпреç муниципалитет округĕн  пуçлăхĕ Игорь Семенов çине тăнипе пурнăçланчĕ. +авăнпа та ял халăхĕ   Игорь Геннадьевича пĕтĕм чун-чĕререн тав сăмахĕ калать. 

Кăçал Йĕпреç тăрăхĕнче те ĕç вĕресе тăни куçкĕретех,  çулсене чылай çĕрте юсарĕç, район центрĕ те кунран-кун çĕнелсе хăтлăлансах  пырать, нумай хваттерлĕ кил-çурт таврашĕсене, çулсене йĕркене кĕртрĕç. Ку, паллах, савăнтарать!

Çитĕнÿсем ертÿçĕсем вăй хумасăр пулмаççĕ, кашни проекта пурнăçа кĕртме чылаях тар тăкмалла, айккинчен пăхсан ĕç  калăпăшĕ курăнмасть. Çавăнпа та, хисеплĕ Игорь Геннадьевич, Йĕпреç округне малалла та тĕрĕс çуйланă çулпа çирĕппĕн аталантарса  пыма сире хурçă сывлăх тата иксĕлми вăй-хал сунатпăр, сирĕн команда шанчăклă пултăр, халăх ăнланса, пулăшса пытăр!

Хумпуç Патăрьел халăхĕ ячĕпе ял старости Николай Михайлович Степанов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3