НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çынна ырă туни ырăпах таврăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 09:16 Просмотров: 226

Иртнĕ канмалли кунсенчен пĕринче Эйпеç территори пайĕн начальникĕ Владислав Прохоров çак тăрăхра пурăнакан ырă ятлă та хисеплĕ ĕç ветеранне Зинаида Железинăна 75 çулхи юбилейĕпе саламланă.

Зинаида Васильевна пархатарлă профессие суйласа илнĕ, чирлĕ çынсене сиплесси унăн пурнăçĕнче тĕп ĕç пулса тăнă. Вăл хăйĕн  тивĕçне пенси çулĕсене çитичченех чунтан парăнса, чыслăн пурнăçланă. Халĕ те унран ял-йыш канаш ыйтать, вăл вара сывлăха сиплеме, çирĕплетме май паракан меслечĕсене пĕлекенскер, нихăçан та çын нуши çине алă сулмасть, мĕнле те пулин пулăшма, сĕнÿ пама тăрăшать.

Зинаида Васильевнăна юбилей ячĕпе саламласа Владислав Валерьевич Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Игорь Семеновăн  Тав çырăвне парса чысланă, чечек çыххипе, парнепе хавхалантарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1