НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 09:14 Просмотров: 168

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çăкалăхри РФ Геройĕ Л.С. Константинов ячĕллĕ тĕп шкулта Йĕпреç муниципалитет округĕнчи социаллă психологи службин специалисчĕсене пĕрлештерсе тăракан ассоциацин канашлăвĕ иртнĕ.

Унта ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе, вĕсен çемйисемпе ĕçлекен психологсемпе социаллă педагогсем хăйсен месле-чĕсемпе паллаштарнă, пĕр-пĕрин ĕç опычĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлнĕ.

Тĕлпулăва шкулти «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отряд уçнă, унăн членĕсем хăнасене «Пичче патне çырнă çыру» ятлă литературăпа музыка композицийĕ лартса панă. Çавăн пекех семинар участникĕсене Раççей Геройĕн Леонид Константиновăн музейне кĕртсе кăтартнă. Экскурсие историе вĕрентекен учитель Надежда Исакова йĕркелесе ирттернĕ.

Семинарăн практика пайĕнче педагог-психологсем хăйсен специальноçĕпе çыхăннă темăсемпе тухса калаçнă. Йĕпреçри 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулти педагог-психолог Марина Петрова чун хавалĕ хавшанипе эмоциллĕ йывăрлăх тÿсекен вĕренекенсене пулăшма май паракан треннинг ирттернĕ. Йĕпреçри 2-мĕш  номерлĕ вăтам шкулти педагог-психолог Елена Казанина йывăрлăхсене çĕнме пулăшакан хăнăхусене йăлана кĕртме вĕрентекен мастер-класс ирттернĕ.

Юлашкинчен Елена Акимова методист округри шкулсенче вĕренкенсемпе ирттернĕ социаллă-психологиллĕ тестăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, малашлăхра ачасен психологи тĕлĕшĕнчи сывлăхне упрас, çирĕплетес тесен, мĕн çине ытларах витĕм парса ĕçлемеллине палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1