Иртнĕ эрнекун, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Йĕпреç тăрăхĕнчи чи маттур та пултаруллă, чи хастар та ĕçчен, чи ăслă та хÿхĕм ял хĕрарăмне суйларĕç. Чăваш Çармăсри пысăк та хăтлă культура çурчĕн сцени çинче йăланă кĕнĕ «Ял хĕрарăмĕ, сана мухтав та чыс!» конкурсăн муниципалитет шайĕнчи пайĕ иртрĕ. Конкурса хутшăнма хапăл тунисем чылайăн пулчĕç – тÿре пайташĕсене 10 хĕрарăмран чи маттуррине суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Кашниех тĕплĕн хатĕрленсе килни палăрчĕ.
Курма килнисене, хăнасемпе конкурсантсене Йĕпреç муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Алексеева уяв ячĕпе чĕререн саламларĕ, тупăшăва хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.
Ял сăнне илем кÿрекен, ун пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне çепĕç те çирĕп алăпа тирпейлесе, йĕркелесе пыракан чăн-чăн пирĕштисем Эйпеç, Хурамал, Кĕлĕмкасси, Энтриел, Пысăк Упакасси, Пăкăян, Чăваш Тимеш, Шăрттан ял тăрăхĕсен тата Чăваш Çармăспа Çăкалăх ялĕсен чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлесе хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартса пачĕç. Ал ĕç тăвасси, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесси, юрă-ташăпа тĕлĕнтересси конкурсанткăсемшĕн чутласа çитернĕ, хăнăхнă ăсталăх пулни палăрчĕ. Ытти тĕрĕслевсем витĕр те чыслăн та çăмăллăн тухрĕç вĕсем% хăйсемпе туллин паллаштарчĕç, чăваш йăли-йĕрки витĕр ĕмĕртен пыракан хĕрарăмăн хаклăхне уçса пачĕç, турă панă таланчĕсене усă курса хатĕрленĕ илемлĕ номерсемпе савăнтарчĕç, чăваш тумне тăхăнса сцена тăрăх акăшсем пекех илемлĕ ярăнса çÿрерĕç...
Суйлама темле йывăр пулсан та, пĕтĕмлетÿ тумаллах... Шăрттан ял тăрăхĕнчен килнĕ Альбина Прокопьева пур енĕпе те ытти пирĕштисенчен çур утăм маларах пыни сисĕнчĕ. «Чăваш ялĕн илемĕ - 2025» титула шăпах вăл çĕнсе илчĕ. Чăвашçармăссем тăвăллăн алă çупса хавхалантарни çак ялта çуралса ÿснĕ, кунтах тĕпленсе пурăнакан Ирина Моисеевăна пулăшрех пулĕ – вăл «Вице - чăваш ялĕн илемĕ - 2025» ята тивĕçрĕ.
Парнесемпе дипломсемсĕр никам та юлмарĕ, кашниех уйрăм номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Хурамалтан килнĕ Марина Степанова «Ылтăн алăллă хĕрарăм» диплома тивĕçрĕ, Чăваш Тимешри Зоя Николаева чăннипех те «+емье вучахне упраканĕ» пулни никама та иккĕлентермерĕ, Эйпеç ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлекен Татьяна Журавлева «Илĕртÿллĕ хĕрарăм» номинацире çĕнтерчĕ, Кĕлĕмкасси ялĕн пирĕштийĕ Алина Петрова «Наци управçи» пулни те аванах палăрчĕ, Çăкалăхри Регина Куракова ăс-хакăлпа палăрса «Ăслă хĕрарăм» титула тивĕçрĕ. Чи пултарулли Энтриелĕнче пурăнакан Людмила Ильина пулни те никама та иккĕлентермерĕ – вăл шăнкăрав пек таса сассипе шăрантарнă «Чечек акрăм та» юрă куракансен чĕрисене витĕрех тыткăнларĕ. Людмила «Пултаруллă хĕрарăм» номинаци дипломне илчĕ. «Чăваш йăли-йĕркине упраканĕ» титула Пысăк Упакассинчен çитнĕ Елена Ванифатьева çĕнсе илчĕ. Пăкăян ял тăрăхĕнчи Надежда Петрова «Сăваплă анне» ята тивĕçрĕ.
Çĕнтерÿçĕсене чыслама арçынсене шанчĕç% Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Петров тата Сергей Тарасов уйрăм предприниматель сцена çине хăпарчĕç. Администрацин Чăваш Çармăс территори пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков сăмах илчĕ, тÿре пайташĕ пулнă май, сцена çине тухакан хĕрарăмсемпе пĕр танах хумханни çинчен пĕлтерчĕ.
Йĕпреç тăрăхĕн çăлтăрĕ, Чăваш Çармăсра çуралса ÿснĕ Ирина Павлова парнеленĕ юрăсем куракансен кăмăлĕсене çĕклерĕç, унăн пĕчĕк хĕрĕ те амăшĕ пекех талантлă иккен – «Тăван яла килсен» юрăна тĕлĕнмелле илемлĕ шăрантарчĕ. Программăна Ирина Шумихина çав тери ăшшăн ертсе пыни уява туслăх хумĕ çинче иртме май пачĕ.
Эльвира Анисимова
Январь 2026 |
