НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кăшмасран курăнать Пукăртан

Категория: Публикации Опубликовано: 10.10.2025, 10:10 Просмотров: 277

Тĕлĕнмелле хăвăрт  вĕçсе иртекен ĕмĕрте Йĕпреç тăрăхĕнчи Кăшмаспа Канаш  енчи Пукăртан ялĕсене тăванла пурăнма пилленĕренпе хыçа хăварнă çак тапхăрта  пулнă улшăнусене шута илме тытăнсан, эпир çухалсах кайма пултаратпăр пулĕ. Шутне манса каймасассăн та, ырă тапхăрта пулса иртнĕ савăк палăрăмсене пĕтĕмпех йĕркеллĕн илсе кăтартма вăй-хал çитерейместпĕрех. Чи малтанах вăрманлă-юханшывлă Энтриел тăрăхĕнче аллă çул ытла хуçаланнă «Гвардеецпа» Канаш _ Шăхран хутлăхĕнчи «Мир» колхозсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен йышĕнчен тухса ÿксе çухалнине палăртса хăвармаллах ĕнтĕ. Ку хуçалăхсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытса, туслăхла ăмăртса ĕçлемесĕр пултарайман. Хăй вăхăтĕнче иккĕшĕнче те пурнăç таппи тапса тăнă, ял ĕçченĕсем малтан мала талпăнса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă, пĕрне пĕри пулăшса, ĕç опытне çурмалла пайласа вăй хунă. «Гвардеец» колхоз штурвалне  ун чухне Григорий Иванович Малышев çирĕп алăпа  тытса пынă. 

Григорий Иванович, статистика документне тĕпе хурас-тăк, çав тапхăрти чи çамрăк ертÿçĕсенчен пĕри пулнă-çке. Ăна Совет çарĕнчен салтак тивĕçне татса килнĕ хыççăн темиçе çул иртнĕ-иртменех Энтриелпе Кăшмас, Çĕрпÿелпе Пĕчĕк Патăрьел тата Кушакпуç ялĕсенчен тăракан «Гвардеец» колхоз пуçĕнче тăма чыс мандачĕ тыттарнă. Вăл хăйĕн сумлă вырăнне пăрахса кайма ниçта та талпăнман, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен биографийĕнче пултарулăх тытăмĕ тĕппипех хавшаса çитнĕ хыççăн тин малтан комсомолец, кайран коммунист билетне кĕсйине чикнĕ активист халăх шанăçне пурнăçа кĕртессинчен хăй ирĕкĕпех пăрăннă. Ку енчен илсен, Григорий Ивановича, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă-пуçланманах Брест крепоçне хÿтĕлеме шăпа тухнă паттăр салтакăн ывăлне, япăхпа палăртса хăварма пултараймастпăрах эпир.  Вăл Ленинла коммунистсен партийĕн тасаран таса тивĕçне амăшĕн чыслăхĕ хушнă пекех вĕçне çитичченех чыслăн пурнăçа кĕртме вăй-халпа тÿсĕмлĕх çитернĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче сывлăш пекех кирлĕ производство çурчĕсене пĕрин хыççăн теприне шăкăрин çĕкленĕ. Паллах, вĕсенчен чылайăшĕ паянхи куна çитиччен упранса юлман. Куншăн вара Григорий Ивановича ÿпкев сăмахĕсем каласа вăрçма пирĕн  нимĕнле сăлтав та çук.

«Парти членĕн ятне çÿлте тытма тăрăшнă, ăна чыссăррăн вараласси çинчен  шухăшлассине пуçа та илмен эпир, - тет 70 çул урлă çак кунсенче ярса пуснă сăлтавпа кĕрекене ял-йышпа, çывăх тăванĕсемпе пĕрле сăпайлăн кĕрсе вырнаçма чыс çĕнсе илнĕскер. - Пирĕн колхоз кăна мар, ыттисенчен чылайăшĕ те арканса тĕп пулчĕç, вĕсен вырăнĕнче тăрса юлнă пушăлăхсем те çĕнĕ, пуçаруллă хуçасене кĕтсе илеймерĕç çак таранчченех».

Халăх шанăçне тĕллевлĕ ĕçпе пурнăçа кĕртесси сĕм юмахри пек ăнăçуллă вĕçленеймерĕ пулсассăн та, Григорий Иванович икĕ алла лăштăр сулласа, айккинчен пулăшу килессе кĕтсе ларман, хăйĕн мăшăрĕпе, Татьяна Михайловнăпа пĕрле фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, колхозран пушанса юлнă пусăсенче тыр-пул çитĕнтерме тытăннă. Пĕр çулхине, питĕ лайăх  астăватпăр-ха, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ пулнă Николай Васильевич Федоров Малышев хуçалăхĕпе паллашма Кăшмаса килнĕччĕ...

Унтанпа чылай çула хыçа хăварчĕç ĕнтĕ Малышевсем. Çав тапхăртан пуçласа, Йĕпреç тăрăхĕнче фермер хуçалăхĕсем те çирĕппĕнех ура çине тăчĕç. Григорий Иванович хăй, тăван тăрăхри фермерсен яваплăхне туллин туйса тăраканскер, Йĕпреç енри фермерсен ĕçĕ-хĕлĕпе куллен кăсăкланать кăна мар, ăна малалла аталантарас, унăн çулĕ çинчи чăрмавсене пĕтерес тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвас тĕллевлĕ. Паллах, пĕччен мар, хăйĕн кил-йышĕпе, пĕр канашлă çул-йĕрпе малтан та малалла утакан ачисемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле... Мĕн каланине çирĕплетсе, Григорий Иванович тăван килĕнчен темиçе утасра кăна ларакан тăлăх çурт енне тĕллесе кăтартрĕ: «Председательте ĕçленĕ чухне кулленхи таварсем сутакан магазин тунăччĕ, -  терĕ вăл. - Колхоз вăйĕпе çĕкленĕччĕ. Вăл кайран райпона кирлĕ мар пулса тăчĕ. Юрăхсăра тухнă çурт тăван ял сăн-сăпатне пăсса ларать паян... Кунашкал çуртсене татах та илсе кăтартма пулать. Ара, çакă вăл эпир хăй вăхăтĕнче çĕкленĕ объектсем пекех хамăр та çынсен йышĕнчен тухнине палăртнăнах туйăнать мана...».

Пурнăçа тĕрĕс-тĕкел пурăнса ирттернĕ мар-и вара Григорий Иванович?! Пурнăç каçалăкĕнче çур ĕмĕр ытла юнашаррăн, алла-аллăн тытăнса утнă май, Малышевсем хăйсем малтан палăртса хунинчен ытларахăшне тĕллевлĕн ĕçпе пурнăçа  кĕртмен-и вара?  Виçĕ ывăлне кун  çути парнелесе тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине çирĕп тăратнă.  Аслă ывăлĕ Саша Йĕпреçри  тĕп сыватмăшра врач-хирург пулса  ĕçлет, ăста практик. Иккĕмĕш ывăлĕ Алексей - пултаруллă уйрăм предприниматель, кĕçĕнни, Ваня, - тĕп сыватмăшăн   административлă пайне ертсе пырать.

Ачисем пурте çемьеллĕ. Çичĕ хутчен асатте тата асанне пулма ĕлкĕрнĕ Малышевсем. Пуян эткерлĕх. Мĕншĕн мăнаçланас мар?..

Кун-çулăн сулăмлă кĕнекине хăйсен мухтавлă ĕçĕсене туллин кăтартакан пулăмлă тĕслĕхсем çыраççĕ Малышевсен ачисем. Аслашшĕпе асламăшĕн ĕçченлĕхĕпе, вĕсем халăхшăн пурнăçлакан пархатарлăхĕпе  мăнукĕсем питĕ кăмăллă. Ял-йышра ырă ятлă та мухтавлă вĕсем, кирек кама та пулăшма хатĕрскерсем. Ахальтен мар ĕнтĕ Энтриел тăрăхĕнче вĕсен кил-йышĕ чи хисеплисен йышĕнче. Кил хуçи, Григорий Иванович,  çак кунсенче кăна çитмĕл тултарнăскер,паян та фермерăн яваплă тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать. Савнă мăшăрĕ, Украина çĕрĕ çинче çапăçакан ентешсене хăй енчен пăртак та пулин пулăшу пултăр тесе, карă çыхакансен ушкăнне çÿрет.

Григорий Иванович районти агропромышленноç комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен организацийĕн ĕçчен пайташĕсенчен пĕри. Хăй вăхăтĕнче вăл çав организацие ертсе пынă. Колхоз ертÿçин тивĕçне общество пурнăçĕ ыйтакан программăпа килĕшÿллĕн ĕçпе çирĕплетсе пынă хушăра ăна пĕр  хутчен кăна мар район тата Энтриел ял канашĕсен депутачĕсене суйланă.

Малышевсем Канаш тăрăхĕнчи Пукăртан, Вăтакас Татмăш ялĕсене кайсах çÿреççĕ, амăшĕн тăван кĕтесĕпе тытакан çыхăнусене хавшама памаççĕ. Кăшмаспа Пукăртан хушшинче хывăннă çул вăхăт иртнĕçемĕн гранит çирĕплĕхне илчĕ кăна мар, хăйĕн сумлăхĕпе чыслăхне тăтăшах ÿстерсе пычĕ, çакă вара икĕ ял ку таранччен тытакан çыхăнусене паянхи  кун шайне лариччен çитерме пулăшрĕ. Икĕ ял хушшинчи  тăванлăх туйăмĕсем хальхи вăхăтра çав тери сулмаклă та çирĕп. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче «Гвардеец» колхоз пуçĕнче ОМОН салтакĕ тăнă-çке.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5