Çĕршывăн пысăк хулисене çыхăнтаракан, пирĕн республика ви-тĕр иртекен автотрассăсем çинче йĕркелĕх хуралĕнче тăракан сотрудниксем наркотик турттаракан преступниксене тытса чарни те пулать.
Юлашки çулсенче наркотиксен саккунсăр çаврăнă-шĕпе çыхăннă киревсĕрлĕхсене темиçе те тупса палăртнă. Чăваш Ен территорийĕпе иртекен М-12 автоçул çинче, акă, полици ĕçченĕсем Мускав облаçĕнче пурăнакан пĕр çемье ларса пынă çăмăл машинăна чарса тĕрĕсленĕ те вĕсем хăйсемпе пĕрле 50 килограма яхăн тĕрлĕрен наркотик тиесе тухнине тупса палăртнă. Халĕ сĕмсĕрсен суд умне тăма тивет.
ЧР Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем кăçалхи нарăс уйăхĕн вĕçĕнче наркокурьерсен тепĕр хура ĕçне те тăрă шыв çине кăларнă. «Лэнд Ровер» автомобиле Çĕмĕрле районĕнчи автотрасса çинче тытса чарнă. Ун чухне саккунсăр çаврăнăша лекнĕ веществосене машинăра 14 кг яхăн тупнă.
Палăртмалла, капкăна çакланнă 56 çулти водителе унччен маларах руль умне ÿсĕрле ларса çул çÿренĕшĕн административлă явап тыттарнă пулнă. Автоинспекторсем хальхинче унăн наркотикпе минренин паллисем пуррине асăрханă. Анчах çакскер медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен.
Ку çемьене тытса чарнă хыççăн Чăваш Енри полици сотрудникĕсем Ногинск хулине те тухса кайнă, кунта мăшăрăн тепĕр машинине тĕрĕсленĕ. Унта тепĕр 35 кг ытла наркотиклă веществосене тупнă.
Ноябрь 2025 |
