НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Медсестра ултавçăна 1,2 млн куçарса панă

Категория: Публикации Опубликовано: 10.10.2025, 10:03 Просмотров: 215

Шупашкарти 21 çулти медсестра ултавçăсене пĕр кунра 1,2 млн тенкĕ куçарса панă.

Ун патне палламан арçын шăнкăравланă. «Çыхăну операторĕ» иккен вăл. Хайхискер хĕре пĕр тăхтамасăр сим-карта килĕшĕвне малалла тăсма хушнă. Медсестра смспа килнĕ кода «оператора» пĕлтернĕ. Кун хыççăн тин ултавçă аллине лекнине ăнланнă, «Госуслуги» порталти пароле часрах улăштарнă.

Анчах ултавçă та çывăрман. Хĕрĕн аккаунтне такам кĕни пирки уведомлени килнĕ, çавăнтах ку ыйтăва татса памашкăн шăнкăравламалли номер пулнă.

Хĕр çав номерпе шăнкăравланă. Палламан çын хăйĕнпе «патшалăх службин ĕçченĕ» тесе паллаштарнă, укçана ăçта куçармаллине каласа пынă. Ку мел нухрата упраса хăварма пулăшĕ тесе улталанă. Çапла хĕр ĕç укçин картти, кредит картти çинчи тата пухнă укçине йăлтах куçарса панă...

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30