НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Салтаксен çырăвĕсем - кĕнекере

Категория: Публикации Опубликовано: 10.10.2025, 09:52 Просмотров: 222

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти Çамрăксен театрĕнче «Солдатский треугольник» кĕнекен презентацийĕ иртнĕ.  Кĕнеке Чăваш Енĕн Вĕренÿ министерстви тата Раççей çарпа истори обществин регионти уйрăмĕ йĕркеленĕ республикăри наукăпа тĕпчев акцине пула кун çути курнă. Акцие Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа пуçарнă, вăл 2024 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи çулхи пуш уйăхĕччен иртнĕ.

Кĕнеке презентацине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Вăл астăвăма упраса хăварас ĕçе тÿпе хывнисене пурне те тав сăмахĕ каланă. Кĕнеке тухни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулинине палăртнă вăл.

7 çултан пуçласа 18 çулчченхи шкул ачисемпе студентсем фронтри çырусене шырас тата упраса хăварас енĕпе тăрăшса пысăк ĕç пурнăçланă, историлле çĕнĕ çăлкуçсене тупса палăртнă, çырусене çыракансен шăписене тĕпченĕ. 1941­–1945 çулсенче тĕрлĕ чĕлхепе çырнă 555 çыру тупнă, çав шутран вырăс, чăваш, тутар, мордва чĕлхесемпе çырнă çырусене тишкернĕ. Çак çырусенчен салтаксен фронтри йывăрлăхсене, çапăçури лару-тăрупа салтаксен шухăш-кăмăлне пĕлме, вĕсен пурнăçне куç умне кăларма пулнă. Çапăçу çулĕ çинчен çырнă çырусемпе кăтартусене тишкернисĕр пуçне кĕнекере салтаксен биографийĕсене, вĕсен çемйисем, наградисемпе пурнăçĕ çинчен калакан хыпарсене вырнаçтарнă. Çырусем хушшинче Чăваш Енри наукăпа культурăн паллă деятелĕсенчен Константин Кольцовпа Яков Ухсай поэтсенчен, Леонид Агаковпа Алексей Медведев çыравçăсенчен, техника наукисен докторĕнчен, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремĕш ректорĕнчен Семен Сайкинран килнĕ çырусем те пур.

Чи лайăх тĕпчев ĕçĕсем «Солдатский треугольник» кĕнекере пичетленсе ĕмĕрлĕхех историе кĕрсе юлчĕç. Вĕсен йышне Йĕпреç районĕнчи виçĕ шкулта вĕренекен ачасен ĕçĕсем те пур. Йĕпреçри 2-мĕш номерлĕ шкулта вĕренекен Иван Алексеев вăрçăна тухса кайнă Алексей Степанович Степанов хăйĕн çемйи патне 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче янă çырăвне тишкернĕ. Пучинке шкулĕнче вĕренекен Марина Иванова 1943 çулхи майăн 10-мĕшĕнче Михеев Арсентий Михеевич красноармеец фронтран çемйи патне янă çырупа паллаштарнă. Салтак хăйĕн ачисене шкулта лайăх вĕренме, амăшне итлеме, канмалли кунсенче колхоза ĕçе тухма хушать... Кĕлĕмкассинче пĕлÿ пухакан Виктория Федорова та тĕпчев ĕçне хутшăннă: Александр Павлович Краснов салтак мăшăрĕ патне вăрçă пуçланнă çулхине октябрĕн 17-мĕшĕнче юлашки çыру çырать. Унта вăл хăйĕн юратнă çыннисемсĕр питĕ тунсăхланине, вĕсене питĕ курас килнине пĕлтерет. +ак çырăва çырнă хыççăн тепĕр тăватă кунтан - 1941 çулхи  октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче - салтак çапăçу хирĕнче пуçне хунă...

Салтак çырăвĕсен пуххине йĕркелеме хăйĕн тÿпине хывнă çамрăк авторсене кĕнеке парса хавхалантарнă. Республикăри кашни шкул вулавăшне пĕрер экземпляр кăларăм ярса пама йышăннă.

Пĕлтерĕшлĕ ĕçе малалла та тăсасшăн. Ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулăшса пыракан «Без срока давности» проект шайĕнче малалла тăсĕç.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30