НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Ăшă саламсен çыххи»

Категория: Публикации Опубликовано: 10.10.2025, 09:50 Просмотров: 261

тесе ят панă тĕлпулăва Пысăк Упакассинчи культура ĕçченĕсем ялта пурăнакан аслă çулсенчи, тивĕçлĕ канури педагогсене йыхравланă, Учитель кунĕ ячĕпе вĕсене валли ятарласа хатĕрленĕ программăпа кану каçĕ ирттернĕ.

Савăк лару-тăрура иртсе пынă мероприятие территори пайĕн начальникĕ Виталий Романов хутшăннă, вăл культура вучахне пуçтарăннисене уявпа саламланă, вăйпитти çулĕсене тăван ял шкулĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе ирттернĕшĕн, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парассине хăйсен тÿпине хывнăшăн, халĕ те çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнăшăн тав туса ăшă сăмахсем каланă.

Унтан хаклă хăнасене литературăпа музыкăна халалланă интеллектуаллă викторинăна явăçтарнă, ыйтусене хуравланă хыççăн шкул пурнăçĕпе, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, ĕмĕрлĕхех асра çырăнса юлнă самантсене аса илнĕ, шкул, вĕрентекен çинчен хывнă юрăсене пĕрле шăрантарнă.

Чечек ÿстерме юратакан Елена Никитина вара юратнă учительсене кĕркунне сад пахчине илем кÿрекен хитре çеçкесен çыххисене парнеленĕ. Культура ĕçченĕсем çепĕç юрă-кĕвĕсемпе савăнтарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3