Йĕпреç поселокĕнчи Шкул урамĕнче вырнаçнă ялхуçалăх пасарĕнче кăçал çĕнĕлĕхсем пулса иртмелле. Ку проекта пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен 11 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.
Йĕпреç округĕ - регионти агропромышленность комплексĕнче продукци туса илессине тата суту-илĕве кăларассине вăйлатма пулăшас тĕллевпе паракан Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе тивĕçнĕ регионсенчен пĕри, çавна май вырăнти фермерсемпе хушма хуçалăх тытакансем туса илекен продукцие тавар туянакансен умне кăлармалли условисем палăрмаллах лайăхланмалла. Хальхи вăхăтра закупкăсем тăвакан регионти центр пасар территорине йĕркене кĕртме пултаракан организацие палăртас шутпа электрон мелпе аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ.
Аукцион витĕр тухнă подрядчикĕн пасар территорийĕнче тирпей-илем тунă хыççăн суту-илÿ павильонĕсене вырнаçтармалла пулать, кунсăр пуçне шыв кĕртмелле, канализаци тытăмне тумалла. Тĕллевсене ĕçе кĕртмелли срок - 2025 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕ.
Ноябрь 2025 |
