Чăваш Енри 59-77 çулсенчи 9 пенсионера пĕрлештерекен спорт команди Санкт-Петербург хулинче иртнĕ Раççей пенсионерĕсен Х-мĕш Спартакиадинче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, «кĕмĕл» призер ятне тивĕç пулнă.
Вĕсем темиçе дисциплинăра ăмăртнă, сĕтелçи теннис, шахмат, çăмăл атлетика, ишесси, дартс, ГТО нормативĕсем. +ак командăра тупăшнă паллă шахматист, хамăр округри Пучинке салинчен тухнă Валентина Давыдова пысăк çитĕнĕве хăйĕн курăмлă тÿпине хывма пултарни çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелет пире. Ăмăртусене 78 регионтан пĕтĕмпе 600 ытла спортсмен хутшăннине шута илсен, пирĕн республика команди чыс-хисеп пьедесталĕн иккĕмĕш картлашки çине улăхма тивĕçни хăех регионта спорт хăватлăн аталаннине, унпа çамрăксемпе пĕрлех тивĕçлĕ канурисем те туслă çыхăнура пулнине çирĕплетет.
Çĕршыв шайĕнчи масштаблă мероприятирен лайăх кăтартусемпе таврăннă участниксене ЧР спорт министрĕ Василий Петров саламланă.
- Эпир хамăрăн ветерансемпе тивĕçлипех мухтанатпăр! Вĕсем туптанă çĕнтерÿ - çын кирек миçере пулсан та, ÿсĕм çулĕ ăна спортпа туслă пулма чăрмантарманнине ĕнентерекен тĕслĕх. +акă та пĕлтерĕшлĕ витĕм кÿрет, Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ырă пуçарăвĕпе пирĕн регион пенсионерĕсем ятарласа вĕсем валли палăртнă вăхăтсенче тÿлевсĕрех спортзалсене çÿреме, тĕрлĕ енлĕ спортра сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ, - тенĕ министр хăйĕн сăмахĕнче.
Ноябрь 2025 |
