Хĕрлĕ кăшманран хатĕрленĕ аджика
Ăна валли кирлĕ, хĕрлĕ кăшман - 2 кг; хаяр пăрăç - 1 шт.; пылак пăрăç - 250 г; сухан - 250 г; помидор - 800 г; ыхра - 2 пуç; тип çу - 200 г; сархăр - 100 г; тăвар - 2 кашăк; шыв - 250 г.
Çапла хатĕрлемелле, кăшманпа хаяр пăрăçа мясорубка витĕр кăлармалла, сахăр песукĕпе тăвар ярса лартмалла. Унтан мясорубкăпах пылак пăрăçпа помидора вĕтетмелле. Сухана çĕçĕпе турамалла, ăна сарăрах тĕс иличчен тип çу янă хулăн тĕплĕ савăтра ăшаламалла, помидорпа пылак пăрăç хутăшне ярса малалла пăшăхлантармалла, пăтратса тăрса 10 минут тытнă хыççăн шыв хушмалла та тепĕр çавăн чухлĕ вăхăт вĕретмелле.
Юлашкинчен кăшманпа хаяр пăрăç хутăшне ямалла та пĕчĕк çулăм çинче 40 минут пĕçермелле. Пиçсе çитиччен 5 минут маларах вĕтетнĕ ыхрапа 1 кашăк 70 процентлă уксус хушмалла, пăтратса тăмалла. Аджика пиçрĕ те! Ăна вĕриллех стериализациленĕ банкăсене тултармалла, шанчăклă виткĕчсемпе хупмалла та банкăсене пуçхĕрлĕ çавăрса хурса ăшă тытакан япалапа витсе сивĕниччен лартмалла, кайран нÿхрепе антармалла.
Маринадланă хĕрлĕ кăшман
Кĕр çитсен вĕтĕрех кăшмана ăçта хумаллине пĕлместпĕр, хĕл кунĕсем çитичченех вăл шанать, типет. Сая ярас мар тесен, унран питех те тутлă, кирлĕ çимĕç хатĕрлеме пулать.
Ăна валли кирлĕ, кăшман - 1 кг; 5 пĕрчĕ тутлă шăршлă пăрăç; 2 л шыв; 30 г тăвар; 40 г сахăр песукĕ; хăвăра кирлĕ пек уксус.
Çапла хатĕрлемелле, кăшмана пĕçермелле, тасатмалла, стериализациленĕ банкăсене хумалла. Шыва тăварпа песук тата пăрăç пĕрчисемпе уксус ярса вĕреме кĕртмелле те маринада кăшман тултарнă банкăсене хĕррине таран ярса тухмалла, банкăсене хăйсене тепĕр 15 минут пĕчĕккĕн вĕрекен шыв «мунчинче» тытмалла, унтан хупкăчсемпе витмеле. Хĕлле ку меслетпе хупнă кăшманпа винигрет е ытти салатсем хатĕрленĕ çĕрте усă курма аван, тутлă пулать.
Кăшманпа ыхра салачĕ
Ăна валли кирлĕ, 1 кг хĕрлĕ кăшман; 1 пысăк помидор; 1 пысăк пылак пăрăç; 1 пуç сухан; 1 пуç ыхра; 3 кашăк тип çу; 2 кашăк сахăр песукĕ; 2 чей кашăкĕ тăвар; 2 кашăк 9 процентлă уксус.
Çапла хатĕрлемелле, сухана вĕтĕрех турамалла та тип çупа ăшаламалла. Ун çине улăм пек вакланă кăшмана ямалла та пăтратса тăрса тепĕр 10 минут ăшаламалла. Помидора хуппинчен тасатмалла, терке витĕр кăлармалла тата пылак пăрăçа тасатса вĕтетмелле, вĕсене кăшманпа сухана ăшаланă çĕре ямалла, 10 минут пăшăхлантармалла, унтан тăварпа песук тата вĕтетнĕ ыхра ямалла та тепĕр 5 минут, юлашкинчен уксус ярса 3 минут çулăм çинче тытмалла. Хатĕр салата стериализацилесе тасатнă банкăсене тултармалла, хупмалла, сивĕнсен нÿхрепе управа хумалла.
Помидорпа кăшманран - икра
Пĕчĕк виçепе хатĕрлеме кирлĕ, 2 кăшман, 1 кишĕр, 2 пуç сухан, 100 г томат пасти, 2 кашăк тип çу, 1,5 чей кашăкĕ уксус, тăвар хăвăр пĕлнĕ пек тата эсир килĕштерекен специсем.
Çапла хатĕрлемелле, малтанах типçу çинче вĕтетнĕ сухана ăшаламалла, унтан улăм пек туранă кăшманпа кишĕр ямалла, 20 минут пăшăхлантармалла, томат пастине, кăштах шыв тата тăвар хушса тепĕр 20 минут пĕчĕк çулăм çинче тытмалла, пăтратсах тăмалла. Юлашкинчен вара уксуспа специсене ярăр та темиçе минутран çулăма сÿнтерĕр. Икра хатĕр те. Ăна банкăсене тултарма, хупма юрать.
Ноябрь 2025 |
