НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Сăвă вулама юратакансен конкурсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.10.2025, 14:23 Просмотров: 373

Йĕпреçpи уçă тÿne aйĕнчи этнографи музейĕ иртнĕ кунсенчен пĕринче чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе вĕренекенĕсене хапăлласах йышăнчĕ. Кунта хамăр тăрăхри пултаруллă çыравçăсен сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Хамăp тăpăxpи паллă поэтсемпе, вĕсен пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе йĕркелерĕç çак конкурса.

Тулли кăмăлпа, çĕкленÿллĕ туйăмпа вуларĕç ачасем сăвăceне. Куракансене те, хăйсене те пысăк cавăнăç парнелерĕç. Чи пултаруллисем çĕнтерÿçĕсем пулса тaчĕç. Вĕсем - Елизавета Сидорова, Юлия Романова, Мария Крылова, Варвара Мылина, Светлана Алексеева, Анна Федорова тата Арина Константинова. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем димпломсене тивĕçрĕç.

Надежда Евдокимова,

чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертÿçи

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1