НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чĕре юрри - чи ырри...

Категория: Публикации Опубликовано: 09.10.2025, 14:05 Просмотров: 220

Тăван тăрăхран, Хумпа Кĕтне улăхĕсен тавралăхĕнчен  чылайлăха тухса кайса, çĕтсе çÿремен вăл нихăçан та, тапса тата чашкăрса çĕкленекен Чашлама çăлкуçĕн сипетлĕхне килениччен ĕçсе пурăннине, юмахри пек лару-тăру тыткăнĕнче киленменнине ку тарана çитсе те çын умĕнче хăпарт-ланса  вуçех те калаçман Раймовсен йышлă та туслă çемйинче çут тĕнчене килнĕ, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче хăйĕн 70-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ Раиса Васильевна Пименова.

 Кун-çул каçалăкĕн черетлĕ çаврăмне хăюллăн кăна ярса пуснă  хĕрарăм, Турă пилĕпе çитнĕ шăпине тав тунă май, хаклă та çывăх тус-юлташĕсемпе хастар ентешĕсене сăпайлăн та тараватлăн саламланă май, пĕтĕм  кăмăл-туйăмĕпе мăнаçлăн пурне те илтĕнмелле çапла калать: «Çĕрпе пĕлĕт хушшинче карăннă аслă  та анлă тÿпе айĕнче çакăн чухлĕ çула хыçа хăварнине, кунпа пĕрлех хамăн ачалăхранах упранса юлнă ĕмĕт-тĕллевĕмсенчен чылайăшне ĕçпе çирĕплетнине  шута илсе, умра канăçсăррăн тăсăлакан вăрăм та вĕçсĕр-хĕрсĕр çул çине сăпайлăн çаврăнса пăхса, ял-йышпа çывăхран çывăх тăванăмсем илтмелле каламалли тĕп сăмахăм манăн Турă пил-халалĕпе çыхăннă.  Эпĕ унран самантлăха та иртсе кайма хал-чăтăмпа тÿсĕм-сисĕм тупаяс çук, мĕншĕн тесен чун-чĕрене ытарлăн ыталаса илнĕ ырă та халавлă пархатарлăхăм манăн нимĕнпе те мар, хама сăпкара ÿссе çитĕнтернĕ ытарайми тăван енпе, унăн нимĕнле хакпа та виçме çук лăпкăлăхĕпе тата канăçсăрлăхĕпе çыхăннă. Чашламаран маларах тăраканни, унăн  сипетлĕ  шывĕнчен тутлăлараххи нимĕн те çук маншăн. Кирек ăçта кайсассăн та, эпĕ, тырпул ÿстерекен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çынсен ĕçлĕ те килĕшÿллĕ çемйинче çуралса ÿснĕскер,  çу кунĕсенче куç ытамне кĕми уй-хир талккăшĕпе хум хыççăн хум хăвалакан юхăмăн кăмăл-туйăмра çĕкленÿллĕ хавхалану çуратакан туртăмне манăçа кăларма сăлтавне тупаймастăпах...».

Раиса Васильевнăна итлесе ларнă майăн ăна пÿлес тăллевпе вуçех те  хĕртĕнмерĕм. Хăй кун-çул каçалăкĕнче тунă утăмĕсене хакласа-пахаласа ял-йыш умне иккĕленмесĕр никамран ыйтмасăрах кăларнине хамах тивĕçлипе ăнланса илме пултартăм мар-и?

Тăватă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ хĕрача кил-йышра иккĕмĕш пулнă.  Асли Люся кăçал çитмĕл иккĕ тултарнă. Вăл  сыватмăшра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вун çичĕ çул тултарсанах качча тухнă вăл.  Ун хыççăн килнĕ Райăшăн вара (Рая шăпах 1955 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă) хресчен кил-çуртĕнчи шавлă та нумай енлĕ  хуçалăхăн пĕр тикĕссĕн куçма тивĕçлĕ юхăмĕ пĕтĕмпех ун çине тиеннĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ Раймовсен çемйинче çуралнă виççĕмĕш ача, пурăна-киле Чăваш искусствин пултаруллă юрăçи пулса тăнă, хăйĕн ăсталăхĕпе «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ятпа чысланнă Василий Раймов мĕн паянхи кунчченех Рая аппăшне тав тăвас кăмăл-шухăшпа хавхаланать, куракансен умне тухма тăрсан  Раиса Васильевнăна халĕччен ыттисем каламан туйăмпа тивлетлĕн тав тумалли сăмахсем шыранине çак йĕркесен авторĕ хăй те  пĕрре кăна мар илтнĕ. Çакна Раймовсен кĕçĕн ывăлĕ Коля та пытармасть, куракансен кăмăлне  туллин çырлахтаракан юрăçăн пултарулăхне хак панă чухне кирек хăçан та çав тĕслĕхе пайăррăн аса илет вăл.

 Пытармăпăр, Раиса Васильевна хăй те юрра-ташша мĕн ачаранах юратса ÿснĕ. Вăл 1988 çултанпа пĕр улшăнмасăр Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Федулов концертмейстер ертсе пыракан «Эревет» халăх фольклор ансамблĕнче юрлать. Юрра-ташша кăмăллакансен ушкăнĕ паянхи куна çитсе ăçта кăна пулса курман-ши; Раççейре «Эревет» ушкăн ура ярса пусман вырăн юлман та пуль. Вăл кирек ăçтан та  хăй çичĕ нота çулĕпе сулмакăклăн та хăюллăн утнине, ку çемьере юрă искусствине юратакансем пĕр кил-йыш туйăмĕпе пĕрлешнине, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пархатарлă Дипломсемпе тата парнесемпе таврăннине куратăн. «Кăмăла кура - кăмăл» тенешкел, Раисăпа Тольăн ывăлĕ  (вăл Владислав ятлă) музыка тĕнчинче хăйĕн канăçсăрлăхне тупнă. Тĕллев çулĕпе мăнаçлăн ярăнса утма ăна куккăшĕ, Василий Раймов хавхалану кÿрсе тăрать ĕнтĕ.

Калас пулать, Пименовсен аслă хĕрĕ Венера та юрă тĕнчипе туслă. Юратнă ĕçне киленÿллĕн туса пынă май, Венера Анатольевна хăй те халăх  кăмăлласа итлекен чăваш юррисене, çĕкленÿллĕ такмаксене канăçа çухатичченех юрлать, искусство çулĕ  тăрăх утнă чухне куçĕ умĕнче юратнă амăшĕн таса та ытарайми сăнарне курса тăрать. Амăшĕ вара  ывăлĕпе хĕрне канăçсăрлантаракан тĕнчекурăм уçлăхне малалла та сарса пырассишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвас тĕллевлĕ.

Раиса Васильевнăн ашшĕпе амăшĕ çут тĕнче ырлăх-илемĕпе туллин киленеймен, иккĕшĕ те  вăхăтсăр уйрăлса кайнă пурнăçран. Вĕсен сăнарĕсене чун-чĕринчех тытса пурăнать Раиса Васильевна, халăх умне юрлама тухсан та çывăх та хаклă çынсен сăнарĕсене чĕррĕн куç умне кăларать.

Паянхи куна юбиляр хăйĕн кирлĕлĕхне «Эреветре» курать. Кунта пĕтĕмпех _ çунатлă юрра  хаклама пĕлекенсем, ăна халăхра сарма вĕреннĕ çынсем. Шăпах çакăнта курса тăрать те ĕнтĕ юрă искусствин вилĕмсĕрлĕх-не Раймовсен çемйинче 70 çул каялла  çут тĕнчене килнипе çунатланнă Раиса Васильевна, Хумпа Кĕтне тăрăхĕн пултаруллă юрăçи.

...Вăл канăçсăр пулнине курма хăнăхман ял-йыш. Акă, паян та юбиляр Чăваш Тимешрен Йĕпреçе хывăннă асфальт çул çине велосипедпа ярăнма тухрĕ. Уçă сывлăшра та чун киленĕвĕ çĕкленÿллĕ кĕвĕ ыйтать иккен...

Кирек хăш талăкăн та 24 сехете тăсăлакан вăхăтне  çап айĕнче кĕшĕлтетекен  кайăк чĕппи пек ирттермен вăл, Чăваш Тимешĕн анлă улăхĕсем тăрăх киленсе те çĕкленсе утса, авалхи ялăн çамрăклăхне упраса хăварас тĕллевпе хавхаланнă, икслĕми вăй-халлă, маттур та канăçсăр хĕрарăм. Ăна хисеплесе сума суман çын çук ку таврара. Вăл ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек, ачапа ача пек калаçма хăнăхса çитнĕ чăн чăваш чĕриллĕскер, ĕç тытрĕ пулсан, ăна тĕплĕ туса пĕтермесĕр, вĕçне çитермесĕр канăç мĕнне пĕлмен хастар хĕрарăм. Турă ăна ахальтен  мар ĕнтĕ музыка кунне паллă тунă уявра кун çути кăтартнă. Раиса Васильевнăна  юрлама та, хавхалануллă çемĕпе саркаланса ташлама та никам та чараяс çук. Унăн чун-чĕринче  яланах илĕртÿллĕ кĕвĕ çаврăмĕ шăрçалать.  

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30