НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Умра ялкăшать кил çути

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2025, 17:08 Просмотров: 234

- Çук тенĕ сана, çук! Хăвăн каяс килет тĕк, каях, чармастăп. Эпир санпа çапăçнă, çитет. Чечня тăвĕсене манса кайрăн-им? Унта чĕрĕ юлнă, тав Турра.

- Эсĕ ун чухнех хăравçă пулнă-и?

- Мĕн калатăн эсĕ, Максим!?. Пĕр БМП çинче çÿренĕ санпа, иксĕмĕр те десантсем пулнă, курнă-и эсĕ мана чĕтренине.

- Апла пулсан, халĕ те автомат тытма пултаратпăр. Пеме манман.

Вĕсем чĕнмерĕç. Март уйăхĕ пулсан та, çил сивĕрех. Вĕри кофе вара туссене ăшăтрĕ.

- Пултараймастăп кайма… - ыталарĕ Виктор Максима çурăмĕнчен. - Хăвах куратăн, чаплă çуртра чаплă хваттер пур. Лайăх ĕç. Укçа аван тÿлеççĕ. Пĕлесчĕ санăн, мĕн чухлĕ тар юхтартăм эпĕ, мĕн чухлĕ çĕр çывăрман, ик-виç çĕрте пĕр харăс ĕçлесе çÿрерĕм… Тинех ура çине тăтăм… Çакна пĕтĕмпех пăрахса вăрçă хирне хам ирĕккĕн каяс-и, çемьене хăварса-и? Каялла таврăнаймасан вара? Вилсессĕн мана герой ячĕ кирлĕ мар. Арăмсăр, ывăлсемсĕр пĕр кун та пурăнаймастăп. Юрататăп вĕсене! Юратман пулсан, тен…Çук, ниçта та каймастăп… Кама укçа кирлĕ, çав кайтăр, мана кунта та çитет. Ан ман, хăв курнă, вăрçă вăл - тискер, тăшман сана шеллемест… Эсĕ те ку шухăша пуçунтан кăларса пăрахĕ Сана никам та тивмест, пурăн лăпкăĕ Санăн та пĕтĕмпех пур, мĕн çитмест тата.

- Ăнланмастăн иккен мана… - хумханса, шăппăн каларĕ Максим. - Чи пысăк пурлăх вăл - чунра, çынна, тавралăха, тĕнчене юратни. Ыттисемшĕн тăрăшнинче телей. Хăвăн пурнăçна мансах такамăн пурнăçне çăлнинче. Вăт çакă вăл - чăн-чăн пуянлăх…

- Атя, кун пирки тек калаçмастпăр, - чарчĕ Виктор. - Йăлăхтарчĕ ку вăрçă, ĕçре те, телевизорпа та ун тавра сăмах-юмах.

- Юрĕ, - килĕшрĕ Максим. - Эпĕ урăхларах шухăшланăччĕ сан пирки… Çук, çилленместĕп, санăн хăвăн пуçу, хăвăн пурнăçу. Çакна ыйтатăп, пирĕн калаçу хамăр хушăра пултăр…

Хваттерте арçынсене шавлă ача-пăча кĕтсе илчĕ. Маша пысăк та хитре рамăна вырнаçтарнă дипломпа пырса тăчĕ ашшĕ умне.

-Акă, пăх, - аллине тыттарчĕ ăна.

- Ух, пултаратăн! - пуçĕн-чен шăлчĕ хĕрне. - «Тăван çĕршыва юратни» ятлă иккен сочинени. Кам ытларах пулăшрĕ, аннÿ е учительница?

- Хамах, - хĕрелчĕ лешĕ. - Виççĕмĕш вырăн! Эпĕ татах çыратăп, татах! Атте, курса тăрăн акă, пурпĕрех пĕрремĕш вырăн йышăнатăп килес çул!

- Ăнăçу сунатăп, писатель! - хăйĕн çумне ыталарĕ ашшĕ Машăна.

Ĕнерхи пекех пурте пĕрле ларса каçхи апат турĕç. Ольгăпа Лида пĕр пÿлĕме, Максимпа Виктор теприне кайса ларчĕç.

- Эпир Лешăпа кайрăмăр! - илтĕнчĕ Никита сасси.

- Чипер çÿрĕр, такамсемпе ан паллашăр, - пăшăрханса каларĕç амăшĕсем. - Концертран тухсан тÿрех шăнкăравлăр.

- Юрĕ, юрĕ, - килĕшрĕç лешсем. - Пирĕншĕн ан хумханăр.

- Тен, сăра ĕçетпĕр? - сĕнчĕ Виктор. -Эсĕ, авă, пулă илсе килнĕ.

- Каçар та, кăмăл çукрах...

- Кăнтăрлахи калаçăва пула-и?

- Çук. Атя, хĕрарăмсем патне кайса ларатпăр. Вĕсен те пирĕнпе пулас килет ĕнтĕ.

Тăваттăн сăмах юппи юптарчĕç. Хĕрарăмсем хушăран шÿтлекелесе те илчĕç, мăшăрĕсенчен тăрăхларĕç, çăва тухсан Куславккара тĕл пуласси  пирки ĕмĕтленчĕç. Сакăр сехет çитрĕ те, çĕнĕ хыпарсем пĕлес тесе телевизор ячĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, диктор  «Крокус холл» çунни çинчен пĕлтерчĕ.

- Никита! Алеша! - кăшкăрса ячĕç Ольгăпа Лида. - Ăçта вĕсем!

Экран çинче террористсем автоматпа пенисене, çынсем  çăлăнасшăн тарнисене кăтартаççĕĕ Халĕ Викторпа Максим та ура çине тăчĕç, пÿлĕмре кускаларĕç.

- Ах, туйрĕ манăн чĕре, туйрĕ, - калаçрĕ Оля. - Ах, çав Никитăна! Тупнă вĕт билет! Туянма çук çĕртен таçтан тупса килчĕ!

Виктор  Ольăна, Максим Лидăна ыталарĕç.

- Ан хумханăр-ха çав териех, килеççĕ акă чиперех, - лăплантарасшăн пулчĕ Максим, хăй Алешăн номерне тупса шăнкăравларĕ. - Çук, тытмасть, май килмест пулас, - калаçрĕ вăл.

 Виктор та телефонне алла илчĕ, вăл та ывăлне шырарĕ.

- Сас каять-и? - ыйтрĕç хĕрарăмсемĕ

- Каять, - пĕлтерчĕç арçынсем, - тытмаççĕ...

Халĕ, темĕнле хăрушлăх хупăрласа килесрен хăраса, пĕчĕккисем те шăпланчĕç, аслисем ларакан пÿлĕме пуçтарăнчĕç. Илюшăпа Маша пĕр хушă телевизор пăхрĕç те вăрттăн йĕрсе ячĕç. Ларисăпа Семен кĕтесре тăчĕç.

- Хăрушă, хăрушă мана! - чĕтрерĕ Оля.

- Мана та... Чĕре сиксе тухать...  - тата та хытăрах упăшки çине тĕшĕрĕлчĕ Лида.

Пĕрре телевизор пăхрĕç, тепре телефонĕсене алла илчĕç ашшĕсемĕ Никитăпа Алеша сас памарĕç. Чăн та, мĕнле-ши вĕсем? Çулăмра-и, пульăсем айĕнче-и? Чĕрĕ-и? Сыхлайĕ-ши вĕсене Турă? Ах, çиттĕрччĕç  каялла киле!

- Тен, каятăр, тупатăр? - ыйтуллă пăхрĕ Оля.

- Чăн та, мĕн туса ларатăр? - сиксе тăчĕ Лида.

- Чĕнес-и такси? - ыйтрĕ Максимран Виктор.

- Усси пулмĕ... - пуçне пĕкрĕ тусĕ. - Унта таврана полици пÿлсе хунă, патне те ямаççĕ. Вăл хĕвĕшÿре ачасене тупас çук.

- Эсĕ апла калатăн-ха та, - килĕшмерĕ Оля, - тен, пулăшу кирлĕ вĕсене! Тен, хупăнса ларнă, тухаймаççĕĕ... - Вăл ваннăйне кĕрсе кайрĕ, унта ÿлесе йĕни илтĕнчĕ.

Максим пурне те лăплантарма тăрăшрĕ. Чăтма, кĕтме, ĕненме хушрĕ. Акă вăл, вăрçă, кунтах, Мускава çитрĕ. Хăюллă пулмалла, çухалса каймалла мар, çавăн чухне тăшмана çĕнтерме пулать. Алешăпа Никита халĕ хĕçпăшалсăрах вăрçă çулăмĕнче. Çăлтăрччĕ вĕсене Турă...

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30