НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Геннадий Кузнецов: «Каçалăкăм, халех ан катăл»

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2025, 16:44 Просмотров: 221

Хаклă вулаканăм, эпĕ паян сана хамăн юлашки вăхăтра çырăннă тăватшар йĕркеллĕ сăввăмсемпе паллаштарма хăюлăх çитернĕшĕн каçаратăн пулĕ тетĕп.  Кун-çул йыхравĕ малтан та малалла хавхаланса та ярăнса утма вăй-хал парса тăнă чухне эпĕ çавăн пек шухăшпа йăпаннишĕн, кĕске кăна хайлавăмсене хаçатăн çывăх тусĕсен умне  кăларнишĕн, тен, сăвăçăн кăмăл-туйăмĕнче темĕнле  пытарăнчăклăх пытанса  тăрать тесе ан шухăшласамччĕ эсĕ. Ватлăх картлашки çине хăюллăнах ярса пуснă майăн, тăванлăхпа туслăх кĕрекине илемлетсе тăрака-нĕсемпе вăрăм калаçу пуçлас вăхăтсем хыçа юлнине тĕпе хурсамччĕ.

Омар Хайям калашле, сăвăçа кĕскен те сасса çÿле хăпартмасăр калаçни кирлĕ. Эпĕ хамăн черетлĕ çуралнă кунăма çывăх çыннăмсемпе пĕрле ирттерме шăпа тухнăшăн чунтан савăннине палăртса çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăвам-ха% шакка эс, тимĕрч мăлатукĕ, хĕртсе çĕн кунăн кĕввине!

Туссем нумай пулнишĕн савăнатăп,

Анчах та çакăн пур ун япăх ен:

Ăс-тăнупа ÿсмешкĕн чарăнатăн,

Тăшман та кирлĕ юнашар иккен.

х х х

Калем çивĕчлĕхне туян пулсассăн,

Чĕрÿ çивĕчлĕхне те эс туян.

Поэт! Пуçу çĕн шухăшпа тулсассăн,

Ĕç пăрахса каймастăнах туя.

х х х

Çак чăнлăх умĕнчен май çук

                                           иртмесĕр.

Поэт чĕри çунса каять малтан. 

Статистика кунта ытла та шелсĕр:

Сахалăшĕ каçать-çке утмăлтан.

х х х

Эп ÿсĕме çĕн сăвăпа виçетĕп,

Вăл ăнăçсассăн - хатĕр ăнтăлма.

Хамран иртекене кăшт кĕвĕçетĕп.

Ку йăларан пулать-им хăтăлма;

х х х

Ялти çынна мĕскер тума

                                        будильник;

Хĕвел çĕклениччен чылай малтан

Ăна вăратаканĕ - Çĕн Кун Гимнĕ,

Ун авторĕ - Михалков мар, автан.

х х х

Калем ан тыт - çырăнмасть

                                         пулсассăн,

Чунупа туйса çав асапа

Вутлă шухăш витĕр кăларсассăн

Сăвă йĕрсе ярĕ сасăпа.

х х х

Кун-çул - вĕçев. Çунат çеç пултăр

Тĕллев патне çитсе ÿкме.

Анчах та çук сан катапульта

Хăрушлăх çывхарсан сикме

х х х

Йĕрке çине йĕрке - пура хăпарчĕ:

Платник ĕçне курса тăрать кашни.

Çĕр çывăрмасăр сăвăç çырса ларчĕ,

Анчах ахаль çеç пулчĕ тăрмашни.

х х х

Эп тинĕс хĕрринче пулман вуçех те,

Ун хăватне поэзипе виçетĕп.

Кăварлă Çеçпĕл, тавтапуç сана,

Мана туйма вĕрентнĕшĕн çавна.

х х х

Çак чăнлăха пĕлетпĕр-ха, çавах та

Ăна манса кайни хуплать, ара%

Çăла мĕн чухлĕ тарăнрах чаватăн,

Ун шывĕ - çавăн чухлĕ тасарах.

х х х

Çĕн шухăш тăруках килмест пуçа,

Вăл малтанах тÿрккес, ытла

                                               пуçтах.

Пуç çаптарма юратакан пикен

Йĕкĕлтесе, сан умăнта сикет.

х х х

Пурнăç йывăр, тетпĕр. Нихăçан та

Çăмăллăн куçман ун урапи.

Эс çакна пĕлсе тăрса утан-тăк,

Ăнăçуллăн кайĕ çул чуппи.

х х х

Ĕçĕмпе эп пулаймарăм гени,

Типрĕ çамрăклах ман чун

                                               сĕткенĕ

Ыттисем çĕкленччĕр-ха, тесе,

Эп вĕсемшĕн тăрăшнă иккен.

х х х

Çуралнă кун çитсессĕн - савăнма-и;

Хыçа юлать сисмесĕр тепĕр çул.

Шур çÿç пĕрчисене суйланă майăн

Шута путан: иртет иккен кун-çул.

х х х

Эп курăк шăтнине пĕрре сăнарăм:

Вăл тухрĕ асфальт витĕр шăтарса.

Поэт шухăшĕпе вăл пĕр, мăнтарăн, -

Никам тăраймĕ вĕсене чарса.

х х х

Çул иртнĕçем ăс-тăн та мăкалать,

Калас сăмах асаплăн çуралать.

Чунна ыраттарса калем тытан,

Çырăнманран - тутусене çыртан.

х х х

Хисеплĕ ят парать те Президент,

Çав çын патне ят-сум çиçсе çитет.

Ăсталăха çеç указпа илеймĕн, -

Кам тăрĕ Хусанкай çумне, поэт;

х х х

Хăшĕсем тăнлама юратмаççĕ,

Хăйсем çеç вĕçĕмех халаплаççĕ.

Пуш пичке тăнкăр-тăнкăр янрать,

Хăлхара ăнланми шав тăрать.

х х х

Илеме чунпа курма пĕлмесĕр

Чул чикме пăрахмăпăр хĕве.

Çепĕç туйăмсен садне шеллевсĕр

Пĕтерет сив ăмсану - кĕве.

х х х

Утсан-утсан, сукмак вĕçне тухатăн,

Сана вăл кăларать мăн çул çине!

Калла килме çул хыттине çухатăн,

Чап тĕтĕмĕ кĕрсен куçусене.

х х х

+ынна эп кайăкпа танлаштарасшăн.

Уçса парам-и çакăн сăлтавне:

Эп çынсенче те яланах курасшăн

Çунатлă тусăмсен юратăвне.

х х х

Петраркăна çырма хавхалантарнă

Хĕрарăмăн таса ÿтне мĕн-ма

Паян реклама «объектне» кăларнă?

Куратăн та - пулать пуç çаврăнма.

х х х

Кун иртнĕ хыççăн шухăша каятăп%

Каçалăкăм вуçех те катăлман.

Ÿстеререх калатăп, кăшт суятăп.

«Ан килĕш ÿсĕмпе», - теп кăмăлтан.

х х х

Юбилейрен эп хăраса тăратăп:

Унта пухăнакан хăна-вĕрле

Сан ятупа шăратакан тирада

Кайран пулса тухмасть-и тÿнтерле?

х х х

Кун-çул сакки ларса канма ыйтсан та,

Халех кута тĕкес килмест унта.

Çулçÿревçе юлхав этем ăмсантăр:

Çĕн çул-йĕре йĕрлем ута-ута.

х х х

Яланах чĕнетĕн эс, поэзи,

Çĕнĕ шухăшсен уйне виçме.

Ман пĕлесчĕ% çĕннин пур-ши вĕçĕ,

Пур пулсан, кам тухĕ ун вĕçне?

х х х

Иртмерĕн эс сăпайлăх картĕнчен:

Ăста та, пултаруллă та, ĕçчен

Пулсассăн та, хăвна йыш умĕнче

Хăюсăррăн тытан çак таранччен.

х х х

«Ăçта васкан?» - тесе ыйтаççĕ

Манран çынсем, çула тухсан.

Çыравçă-Музăн чăн юлташĕ

Тарасшăн-çке  юлхавлăхран.

х х х

Улăхаймарăм эп Парнас çине,

Пегасăн çилхине эрешлеймерĕм.

Тăнла-тăнла хĕрÿ чун сассине

«Хам тĕллĕнех поэт пулайăп», -                                                                       терĕм.

х х х

Ватăлса пыратăп пулмалла,

Ытларах хама ырла пуçларăм.

«Кĕсле мар, туя тытсам алла», -

Ирсерен чĕрре кĕрет ман арăм.

х х х

Калаççĕ-çке: «Иртсессĕн çитмĕлтен

Çын çич çулхи ача ăсне илет».

Кулни пулать ку ватă-вĕтĕрен.

Нивушлĕ эпĕ ... çав шайри поэт;

х х х

Вĕри юратăва, çук, хĕл шăнтаймĕ:

Чун-чĕрере çеçке çурать чечек.

Ăшра пĕр чарăнми юрлать сар кайăк

Пĕр маншăн хĕл каçмашкăн юлнă пек...

х х х

Поэтăн чунĕ пултăр «выçă»,

Пегасĕ тăтăр ун тĕпре:

Пĕр лайăх сăвă çырнă хыççăн

Вăл патăр çĕннине тепре.

х х х

Кун-çул каçалăкне тухса пыратăп.

Тен, юлашки пай-тÿпене выратăп;

Çак шухăш пуçа килчĕ халĕ тин.

Ăçта кĕлтем? Чарăнмаллах ваттин!

х х х

Иксĕмĕр ларнă пĕчĕк кимĕ

Ăшăх çĕрте тăчĕ чарăнса.

Никам та пулăшмашкăн килмĕ%

Хамăрах тĕкер-ха талпăнса.

х х х

Тĕнче поэчĕ - вилĕмсĕр Хайям,

Сан çывăхна пыма епле хăям;

Кашни рубаири кашни йĕркÿн

Çиçĕмĕпе кăварланать ман юн...

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30