НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Раççей шывĕ» акцие хутшăнса

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2025, 16:36 Просмотров: 223

Пучинкери вăтам шкулта вĕренекенсем, Çирĕклĕ ялĕн хастар ачисем, директор советникĕ Ирина Краснова ертсе пынипе çĕршыв шайĕпе иртекен «Раççей шывĕ» акцие хутшăннă.

Вĕсем ял çумĕнчи пĕве çыранĕсене çу каçипе шыв хĕрне канма килсе çÿренĕ çынсен тимсĕрлĕхне пула пухăнса кайнă çÿп-çапран, усă курнă хыççăн пăрахса хăварнă пластик савăтсенчен тата шыв хĕрне тухса выртнă ытти ăпăр-тапăртан тасатнă. Экологи хăрушсăрлăхĕшĕн тунă ырă ĕç тав сăмахне тивĕçет.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30