Кĕркунне йывăç лартмалли чи лайăх вăхăт - сентябрь уйăхĕ.
Çакна шута илсе тата ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин пуçарăвĕпе йывăçсем лартассипе ирттерекен акцие хутшăнса, Буинскри хĕрарăмсен канашĕн активисчĕсем поселокри Мухтав обелискĕ çывăхĕнчи лаптăк çине çимĕç паракан йывăçсем лартса хăварма тĕллев тытнă. Вĕсем ушкăнпа туслăн ĕçлесе темиçе тĕп слива лартнă, хăвăрт тымар яччĕр тесе тĕмсене лайăххăн шăварса хăварнă. Слива йывăççин çамрăк хунавĕсемпе тивĕçтернĕшĕн вĕсем Татьяна Кузьминана тав тунă. Ку тымарсем çитес çуркунне вăй илессе шанаççĕ тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшакан хĕрарăмсем.
Ноябрь 2025 |
