НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Шкул пурнăçĕ мероприятисемпе пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2025, 16:32 Просмотров: 167

Липовкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тăтăшах мероприятисем иртеççĕ. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн вĕренекенсем киле кайма васкамаççĕ, е волейболла, баскетболла выляма, е тренировкăсенче хăнăхусемпе ăсталăха туптама, сывлăха çи-рĕплетме спортзала пухăнаççĕ, е вулавăшра кĕнеке вулаççĕ, е рефератсемпе проектсем çыраççĕ, çавăн пекех конкурссене хаваспах хутшăнаççĕ.

Ачасем чăваш поэзийĕн классикĕ К. В. Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă республика шайĕпе иртекен çамрăк ÿнерçĕсен конкурсне хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ, çавна май иртнĕ кунсенче поэт произведенийĕсенчи сăнарсене ÿкерме тытăннă.

Иртнĕ эрнекун çак шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра художник-иллюстратор пулса тăрăшакан тата блогер пулнипе палăракан Ксения Кошелевапа тĕлпулу ирттернĕ. Тата маларах, авăнăн 25-мĕшĕнче, сăвва ăста вулама пĕлекен ачасем Йĕпреçри этнографи музейĕ хамăр енчи поэтсен сăввисене илемлĕ вулассипе ирттернĕ конкурса хастар хутшăннă, хăйсен таланчĕпе паллаштарнă. Мĕн тетĕр? Конкурсра 5-мĕш класра вĕренекен Арина Константинова Николай Теветкелĕн «Вăрман» сăввине вуласа çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Унăн тантăшĕ Аделина Савастьянова вара призер пулса тăнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30