Эйпеçри вăтам шкулта 1-мĕш класра вĕренекен ачасем класс руководителĕ Галина Захарова ертсе пынипе ялти культура çуртĕнче пулнă.
Кунта шăпăрлансене учреждени заведующийĕ Галина Железнова кĕтсе илнĕ. культура вучахĕн ял пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ. Кунта мĕнле уявсемпе мероприятисем ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Клуб çумĕнче ĕçлекен кружоксем çинчен каласа панă май, кабинетсене, пÿлĕмсене кĕртсе кăтартнă. Ачасем илемлĕ пултарулăха ÿстерме пулăшакан музыка хатĕрĕсемпе интересленсе паллашнă. вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлнĕ.
Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли маскировка хатĕрĕсем çыхакансен залĕнче вара вĕсене пушшех те килĕшнĕ. пĕрин хыççăн тепри «кикимора» виткĕчпе хупланса пăхнă. аслисемпе пĕрле сеть çыхса курнă. Экскурси вĕçленсен ачасенчен ытларахăшĕ кунти кружоксене çÿреме кăмăл туни çинчен пĕлтернĕ.
Ноябрь 2025 |
