НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Шкул хÿтĕлевçĕсене пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2025, 16:25 Просмотров: 219

Мирлĕ пурнăçа, халăха хÿтĕлекенсене пирĕн çĕршывра яланах хисепе хунă. Хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса нацистсене хирĕç тăракан салтаксен кăткăс службине кăшт та пулин çăмăллатас тесе, эпир пурте ырă ĕçпе тата ăшă сăмахпа вĕсене тĕрев пама тăрăшатпăр.

Акă Кĕлĕмкассинчи шкул коллективĕ - учительсем те, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те = паян ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, шкулта вырнаçтарнă картон коробкăсене кулленех фронтра питех те кирлĕ япаласемпе = нумай вăхăт пăсăлмалла мар консервланă апат-çимĕç продукчĕсемпе, куллен кирлĕ гигиена хатĕрĕсемпе, ăшă япаласемпе -  тултарса пыраççĕ. Иртнĕ эрнере кăна-ха вĕсем пухса хатĕрленĕ гуманитари тиевне СВОри боецсем патне ăсатнă, ăна кĕске вăхăтлăха тăван ене отпуска килнĕ ентешĕнчен парса янă.

Черетлĕ ырă кăмăллăх акцине хутшăнакан ачасем посылкăсене хăйсен ентешĕсен ячĕсемпе кăна мар, пачах пĕлмен-палламан салтаксен  ячĕпе те ăшă çырусем çырса чикнĕ, тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене, таса тÿпене упракансене тав тунă, СВОран çĕнтерсе тĕрĕс-тĕкел таврăнма суннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30