НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Контейнерсене туратсем пăрахнăшăн – штраф!

Категория: Публикации Опубликовано: 24.09.2025, 09:44 Просмотров: 222

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре коммуналлă хытă каяшсемпе (ТКО) çыхăннă çĕнĕ йĕркесем вăя кĕнĕ.

Вĕсемпе килĕшÿллĕн контейнерсем вырнаçтарнă вырăнсенче тата контейнера  хăйне  йывăç-тĕм тураттисене тата ÿсен-тăран юлашкисене купаласа хума юрамасть.

«Çакă контейнерсемпе усă куракансене пурне те пырса тивет. Субботниксенче йывăçсене касса тирпейленĕ хыççăн мероприятисене йĕркелекенсен туратсене хăйсен илсе тухмалла е çак енпе тимлекен организаципе ятарлă договор тумалла», - пĕлтереççĕ Чăваш Республикин çутçанталăк министерствинчен.

Çак йĕркесене пăхăнмасан çынсене административлă явап тыттараççĕ. Граждансене 3 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 250 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1