НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Унăн паха опычĕ - ыттисене хавхалантаракан тĕслĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2025, 09:52 Просмотров: 237

Етĕрне округĕнче нумай пулмасть республикăри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен йăлана кĕнĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Фермерсен кăçалхи черетлĕ слечĕ хăйсен пурнăçне агробизнеспа  çыхăнтарнă 250 ытла çынна пуçтарнă. Вĕсене пурне те пĕр тĕп тĕллев пĕрлештерни паллă ĕнтĕ% республикăн агропромышленность  комплексĕн аталанăвне çĕнĕ хăват хушасси, ку таранччен пухăннă паха опыта анлăрах сарасси, çамрăк фермерсене хушма пĕлÿпе çĕнĕ хăнăхусене алла илме пулăшасси. Слет чăннипех те пĕлĕве ÿстермелли, ăста специалистсенчен вырăнлă та питех те кирлĕ консультаци илмелли площадка пулса тăнă.

Слет йĕркелÿçисем унăн участникĕсене Чăваш Республикин Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн министерствисем агропромышленность коплексĕнче тимлекен предпринимательсене кÿрекен пулăшу мерисем çинчен тĕплĕнрех пĕлме майсем туса парас тĕллеве тĕпе хунă, вĕсем патшалăх паракан пулăшусем çинчен анлă калаçу ирттернĕ кăна мар, опытлă фермерсене те сăмах панă, шăпах çавсем грантсем илнипе мĕнлерех çитĕнÿсем тума пултарни çинчен каласа кăтартнă, ĕçе халь кăна пуçăннă фермерсене ура çине тăма пулăшакан «Агростартап» грантне илмелли условисем çинчен тĕплĕн ăнлантарнă.

Пысăк мероприяти участникĕсен умĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов тухса калаçнă, хамăр регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикин иртнĕ 5 çул хушшинчи аталанăвĕ çинчен каласа панипе пĕрлех агробизнес представителĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче уйрăмах палăракан чи курăмлă çитĕнÿсене илсе кăтартнă, унтан вăл слета хутшăннисене çĕнĕ вице-премьерпа, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн Указĕпе çак тапхăрта кăна çирĕплетнĕ  Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕпе Андрей Макушевпа паллаштарнă. Çĕнĕ министр хăй те сăмах илнĕ, Чăваш Енри фермерсен юхăмне хăват хушма пулăшас тĕллевпе республика ертÿлĕхĕ йышăннă малашлăх планĕсем çинчен пĕлтернĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, слет питĕ продуктивлă иртнĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе слет площадки çинчех республикăри фермерсем хушшинче ирттернĕ «100 чи лайăх фермер хуçалăхĕ» рейтинга пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăх 10 фермер йышне кĕме пултарнисен хушшинче пирĕн округ çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăнакан, тĕш тырăсем çитĕнтерсе, мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетсе пысăк çитĕ-нÿсем тăвакан Рафис Айсын та пур. Ку пире пурне те хаваслантаракан лайăх хыпар. Нумай çул ял хуçалăхĕ енĕпе тимлекен ĕçченĕн кăтартăвĕсене пысăка хурса хакланă, Рафис Гильметдинович рейтингăн иккĕмĕш йĕркине йышăннă, ятарлă кубока тивĕçнĕ.

Чăнах та, пысăк çитĕнÿсем тунă Ирçе Çармăс территори пайне кĕрекен çĕр лаптăкĕ çинче агробизнеса аталантаракан уйрăм предприниматель. Хальхи вăхăт тĕлне илсен, Рафис Айсын аллинче 300 га çĕр, çав шутран 205 га çинче кăçал тĕштырă туса илнĕ: 125 га урпа, 80 га пăрçа акнă пулнă. Кăçал хресчен (фермер) хуçалăхĕ вырмана пуринчен те малтан вĕçленĕ. Урпа кашни гектартан вăтамран 39 ц тухнă, пăрçа - 45 ц. Самăртма хупнă витере халĕ пĕтĕмпе 618 пуç ĕне-выльăх. Çулталăк пуçланнăранпа 638 т (иртнĕ çулхи çав вăхăтри кăтартупа танлаштарсан, ÿсĕм 147 процент пулать) аш-какай туса илнĕ. Выльăхсен кĕтĕвне хушсах пырать, çак çула кĕнĕренпе аш валли самăртма 904 пуç пăру туяннă, самăртса 972 пуç ăсатнă, сутнă кашни выльăхăн чĕрĕ виçи вăтамран 657 кг танлашнă. Паха категорие кĕрекен аш валли самăртакан ăратлă вăкăрсем талăкне вăтамран 1897 грамм ÿт хушса пынă. Рафис  Айсын хăйĕн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 10 çынна валли ĕç тупса панă.

Чылай çул вăй хунипе пухăннă опыт ăна татах та ăнăçуллăрах ĕçлеме пулăшать. Хуçалăхĕнче çĕнĕ витесем çулсеренех хушăнса пыраççĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсем тепĕр 400 пуç вырнаçмалăх выльăх вити çĕклесе лартас тĕллевлĕ. Мал ĕмĕтлĕ çынна йывăрлăхсем  хăратмаççĕ, унпа юнашар тăрăшуллă, шанчăклă ĕçтешĕсем тата çирĕп çемье.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译