Сăнарлăх ытарлăхĕнче тата чунхаваллăх вĕçевĕпе хăйĕн çăлтăрне пултарулăх тÿпинче çутнă, çав асамлăхăн йăлтăркка çутипе хĕмлентерме, ăс-хакăлне çивĕчлетме вĕренсе çитнĕ Владимир Кузьмин çыравçă авăн уйăхнĕ 19-мĕшĕнче сакăрвун сакăр çул тултарчĕ. Вăл, ватлăх çитсе пынине сисмесĕр, паян та литература уйĕнче тухăçлă ĕçлет, вулакана çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарсах тăрать. Ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă, вăл Раççейĕн, Чăваш Республикин тĕрлĕ наградисене чыслăн çĕнсе илнĕ ăста.
Юлашки çулсенче Владимир Прокопьевич уйрăмах тухăçлă ĕçленине пайăррăн палăртса хăварни питĕ вырăнлă. Паллăраххисене çаксене кăна асăнса хăварăпăр: «Элкер çăлтăрлăхĕ», «Танец победы», «Родные души» роман, «Çунат», «Тымар» трилоги...
Владимир Кузьмин (вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринчен пуçласа 1974 çулхи утă уйăхĕччен пирĕн районти «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ) Йĕпреç тăрăхĕ, унăн мухтавлă çыннисем çинчен вун-вун очерк, кĕнеке çырнă. Çыравçă Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕ.
Тăван литературăра çанă тавăрса тăрăшнă хушăрах Владимир Кузьмин республикăри тĕрлĕ хаçат-журналсен редакцийĕсенче хăйĕн ăсталăхне туллин те уçăмлăн кăтартса пама ĕлкĕрннĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна Йĕпреçри «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕпе чысланă.
Акă Шупашкарти «Çĕнĕ Вăхăт» издательствăра пичетленнĕ «Илем çăлтăрĕсем» кĕнекере унăн Çемен Элкерĕн Пысăк Упакассинчи уявĕ, Аркадий Самарин ÿнерçĕ тата общество деятелĕ Пантелей Ермошкин çинчен çырнă хайлавĕсем вырăн тупнă. Эпир пурте лайăх пĕлекен сăнарсем. «Тымар» трилогире вара пирĕн тăрăхпа çыхăннă манăçми пулăмсем тĕпре.
Эпир тарăн шухăшлă калав-очерксем, повеçсемпе романсем çырса чап-сума тивĕçнĕ автора вулакансен кăмăлне туллин çырлахтаракан тарăн та сăнарлă шухăшлă кĕнекесемпе савăнтарсах тăма ырлăх-ăнăçу сунатпăр.
Геннадий Кузнецов
Март 2026 |
