НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Иван Ермолаев – манăн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2025, 12:38 Просмотров: 655

Иван Васильевич Ермолаев 1919 çулта Йĕпреç районĕнчи Упакасси ялĕнче çуралнă. 1939 çулта ăна Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче зоотехника вĕреннĕ çĕртен хĕрлĕ çара илсе кайнă. Белоруссинче хĕсметре тăнипе вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа мĕн вĕçленичченех вăл артиллерист пулса çапăçусене хутшăннă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн виçĕ орденпа тата кăкăр тулли медальсемпе чысланă.  Анчах та И.В. Ермолаев хăйĕн орденĕсемпе медалĕсене, ытти фронтовиксем пекех, çакса çÿреместчĕ, вăрçă çинчен асăнма юратмасчĕ, вăрçă урăх ан пултăрччĕ, тетчĕ.

1964 çулта районсене малтан пулнă пек тусан, ял хуçалăх управленийĕ ятпа колхозсемпе совхозсене пăхăнтарчĕç, ĕçсене туса пыма  специалистсене пуçтарчĕç. Ял хуçалăхне кирлĕ специалистсемпе тивĕçтерме кадрсен пайĕ турĕç. Йĕпреç районĕнче кадрсемпе ĕçлеме И.В. Ермолаева шанчĕç.  1965 çулта ăна Пучинкери «Красный партизан» колхоз председателĕ Г.А. Андреев хăй патĕнче тĕп бухгалтер пулса ĕçлеме ÿкĕте кĕртрĕ. Тепĕр кунах правленин ларăвĕнче мана тĕп бухгалтер пулма çирĕплетрĕç. Пĕр уйăх та иртмерĕ, эпĕ «Красный партизанра» тĕп  бухгалтер пулса ĕçлеме тытăнтăм. 

Часах ял хуçалăх управленине кайса экономистсемпе те, бухгалтерсемпе те паллашрăм. Пĕррехинче кĕтĕм кадрсемпе ĕçлекен аслă специалист патне. Сĕтел хушшинче лайăх костюмпа шурă кĕпе тăхăннă хĕрĕхсенчи арçын ларать, тинкерсе пăхсан вăл çамрăкрах пек те курăнать. Сĕтелĕ çинче блокнотпа ручка тата графинпа стакан çеç.  Графинне квас тултарнă пек туйăнчĕ, сывлăх сунса паллашнă хыççăн хирĕç ларма сĕнчĕ. Хăйĕн ятне, ашшĕ ятне, хушаматне пĕлтерчĕ. Эпĕ хам кам пулни çинчен каларăм. Вăл: «Аван, аван, унта техникумсемпе институтсем пĕтернĕ специалистсем, уйрăмах экономистсем кирлĕ», - терĕ. Мана хамăн биографине каласа пама ыйтрĕ. Эпĕ  ăçта çуралнине, мĕнле çемьере ÿснине, ăçта вĕреннине, ĕçленине кĕскен каласа патăм, ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр майпа 2-мĕш курсра вĕренни çинчен пĕлтертĕм. Вăл манран икĕ хут аслăрах пулсан та, хăйне сăпайлă тытрĕ, ыйтусем сиксе тухсан май пур таран пулăшма шантарчĕ. +апла паллашрăм эпĕ паянхи кун 106 çул тултарнă Чăваш Республикинчи чи ватă çынпа – Иван Васильевич Ермолаевпа. Вăл мана хăйне тытни, калаçаканпа хисеплĕ те сăпайлă пулни килĕшрĕ. 

Ĕçсене пула час-часах пирĕн ялтан 18 çухрăмра ларакан район центрне кайма лекетчĕ. Кашнинче тенĕпе пĕрех тĕрлĕ ĕçпе ял хуçалăх управленине И.В. Ермолаев патне кĕрсе тухаттăм. Вăл Йĕпреç поселокĕнче пурăнатчĕ. Пĕррехинче ĕçсене пула каçченех районта юлма тиврĕ те, Иван Васильевич çĕр каçма хăй патне чĕнчĕ. Килĕнче мăшăрĕпе паллаштарчĕ. Хитре те кăмăллă хĕрарăм, манпа хисеплесе калаçрĕ. Чылай вăхăт колхозсенчи ĕçсем çинчен, ялти пурнăçа лайăхлатма мĕн кирли çинчен калаçса лартăмăр.

Мана 1966-мĕш çулта Шупашкарта Ял хуçалăх министерстви пуçтарнă ларура  лайăх ĕçленĕшĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Ку пулăм Иван Васильевич хутшăнмасăр пулма пултарайман.

И.В. Ермолаев Йĕпреçри культура çуртĕнче час-часах пулса унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланатчĕ, драма кружокне хутшăнса «Ялта» драмăра тĕп роле вылярĕ. 1967-мĕш çулта И.В. Ермолаев сĕннипе партин районти комитечĕ облаçри парти комитечĕ йĕркеленĕ ял хуçалăхсене ертсе пыракансен курсне вĕренме ячĕ. Вĕренсе пĕтерсен мана районти ял хуçалăх управленине ĕçе илчĕç. Часах И.В. Ермолаева Йĕпреç поселокĕн канашлăвне (поссовет) ертсе пыма  суйларĕç.  Йĕпреç поселокне йĕркене кĕртессишĕн нумай тăрăшрĕ вăл, тĕп урамсене тата тротуарсене асфальтпа сарчĕç, парка йĕркене кĕртрĕç.

1968-мĕш çулта И.В. Ермолаев пурăнăçĕнче паллă та пысăк пулăм пулса иртрĕ. Эпĕ кантурта чухне И.В. Ермолаев кĕрсе тăчĕ. Пĕр-пĕрне сывлăх сунсан ĕçсем çинчен калаçса илтĕмĕр, хăй мĕн çăмăлпа ман пата пынине пĕлтерчĕ. Эпĕ вăл вăхăтра экономикăпа çыхăннă тĕрĕслев ĕçĕсене заочниксене çырса паратăм. И.В. Ермолаев ыйтусен хутне кăларса пачĕ те мĕн вăхăтран пулассине ыйтрĕ. Эпĕ те унран: «Ку ĕç кам валли?» - тесе ыйтрăм. «Хам пĕрле ĕçлекен заочник валли», - терĕ. Çакăнпа сывпуллашрăмăр. Ĕçне хатĕрлесен Ермолаева телефонпа пĕлтертĕм. Хатĕр ĕçне илме хитре çамрăк хĕр пычĕ. Эпĕ унран: «Кам пулса ĕçлетĕн?» - тесе ыйтрăм. Вăл: «Инвентаризатор», - тесе хуравларĕ те тухса кайрĕ. Тепĕр икĕ уйăхсем иртсен манпа ĕçлекен çĕр мишавайĕ  И.В. Ермолаевпа  Зина-инвентаризатор патне парнесемпе çуралнă кунне ирттерме кайни çинчен каласа пачĕ. И.В. Ермолаев хăйĕн парнине панă чухне Зинăна парне килĕшмен, хĕр кÿренсе те ÿпкелешсе калаçма тытăннă. И.В. Ермолаев каçару ыйтса йăнăшне тÿрлетме сăмах панă. Юлташăм Зина  Ермолаевăн юратăвĕ пулнине ăнланнă. Хĕр Ермолаевран 20 çула яхăн çамрăкрах иккен, анчах та чĕрене юратма чарайăн-и;

Çур çул иртсен Иван Васильевич арăмĕнчен уйрăлса Зина патне пурăнма куçрĕ. Поселок депутачĕсен çитес суйлавне Ермолаев хăйĕн кандидатне тăратмарĕ, Етĕрнене куçса кайса çăкăр комбиначĕн директорĕ пулса ĕçлерĕ. Эпĕ Ермолаевпа Зинăна 1982-мĕш çулта тепĕр хут куртăм. Вăл вăхатра эпĕ Шупашкарта, «Чувашсельхозхими» пĕрлешĕвĕнче тĕп бухгалтер пулса ĕçлеттĕм. Мана Етĕрнери Сельхозхими уйрăмне ертсе пыракансем  районта иртекен Ĕçпе Юрă уявне пыма чĕнчĕç.  Эпĕ унта кайма пĕрле ĕçлекен юлташа чĕнтĕм. Етĕрне хули хĕрринчи илемлĕ лапамра сцена хатĕрленĕ, эпир çитнĕ çĕре митинг пырать, çынсем паллакан тата çывăх çынсенчен тăракан ушкăнсенче уява паллă тăваççĕ. Пире Сельхозхиминче ĕçлекен бухгалтерсемпе экономистсем хăйсен ушкăнне илчĕç.  Мана çак уявра  вăрçă  хыççăнхи çулсенче иртекен ярмарккăсенче яланах пулакан карусель пурри тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Ун чухне, паллах, каруселе электричество вăйĕпе мар, çамрăк  ачасен вăйĕпе çавăратчĕç, купăсçă «Прощание славянки» кĕввине калать. Пĕр хут ярăнма виçĕ тенкĕ тăрать пулсан та (ун чухне виçĕ тенкĕпе пĕр килограмм аш-какай илме пулнă),  халăх ярăнма черетре тăрать. Эпĕ те ярăнса пăхрăм (аса илсен куççулĕ те тухрĕ). Кăштах курмалла утса çÿренĕ чухне И.В. Ермолаева  курах кайрăм. Çÿçĕ шуралнă çеç мар, шĕвелнĕ те, унтах Зина мăшăрĕпе çичĕ çулсене çитнĕ арçын ача чупса çÿрет. Эпĕ вĕсем патне пырса сывлăх сунтăм, вĕсем мана манса кайман иккен, тараватлах кĕтсе илчĕç. Сывлăхсем çинчен, ĕçсем çинчен калаçрăмăр, паллакан çынсене аса илтĕмĕр. Зина малтанхи пекех илемлĕ, йăрăс пÿллĕ, калаçма та кăмăллă калаçать.  Çак тĕлпулу хыççăн урăх курман эпĕ вĕсене.

Нумаях пулмасть, август пуçламăшенче, Шупашкарти çанталăк çинчен пĕлес тесе телевизор ятăм. Чăваш телевиденийĕ  республикăри чи ватă çынпа калаçу ирттерет. Тимлĕрех пăхрăм та – И.В. Ермолаев пекрех туйăнчĕ.. Тимлесех пăхма тытăнтăм. Ку ватă çын вăлах иккен, 106 çулти вăрçă ветеранĕ, çамрăк чухнехи сăнÿкерчĕкĕсене кăтартрĕç. Савăнтăм та, кулянса та илтĕм. Мĕн тăвас тен, вăхăт хайĕннех тăвать, пурте çамрăклăх еннелле мар, ватлăх патнеллех пĕчĕккĕн шăватпăр-çке... Анчах та çур ĕмĕр каялла лайăх пĕлнĕ, пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ, хамран чылай аслăрах тусăма курсан чĕре хĕпĕртерĕ. Сывлăхлă пул, Иван Васильевач! Сана Турă татах та пурăнма пил патăр!

Геннадий Павлов,

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5