НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тухтăрсем Пĕчĕк Упакассине çитнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2025, 12:34 Просмотров: 729

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проекта пурнăçласси Йĕпреç округĕнче малалла пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ - кашни çынна хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеме меллĕ май туса парасси, сывлăха упрама, хăйсене тимлĕх уйăрма вĕрентесси.

«Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн, ĕнер, авăнăн 4-мĕшĕнче, районти тĕп больница врачĕсем Пĕчĕк Упакасси ялĕнче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕсленĕ, консультаци панă.

Врачсем яла пынипе усă курса пурĕ 101 çын ятарлă пункта çитсе сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ. Кашниех юнпа куç пусăмĕсене, ÿт-пÿ çÿллĕшĕпе йывăрăшне, юнри сахăрпа холестерин шайне виçтернĕ, электрокардиограмма (ЭКГ) тутарнă. Невролог, гинеколог, эндокринолог, офтальмолог, терапевт килекенсене консультаци панă, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли паха та кирлĕ сĕнÿсем, сиплев хучĕсем çырса панă. Çапла квалификациллĕ пулăшăва вырăнтах илме пултарнă ял халăхĕ.

«Ялта пурăнакансен ятарласа больницăна кайса çÿреме вăхăт çукпа пĕрех, çавăнпа та пирĕн пата тухтăрсем килни питĕ меллĕ. Темиçе минут хушшинчех артерипе куç пусăмне виçтерме тата юн анализне пама пулчĕ. Ман шутпа, хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ çынсем пурте кăмăллă юлчĕç, çак ĕçе пуçарса йĕркелекенсене питĕ пысăк тав», - терĕ Эльвира Еразумова, Пĕчĕк Упакассинчи культура çурчĕн ертÿçи.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1