НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ылтăн туй кĕтсе илнĕ мăшăрсене чысланă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2025, 12:30 Просмотров: 626

Чăваш Çармăс ялĕнчи Акшаровсен çемйи чи çывăх çыннисене кĕрекене чĕнсе пысăк уява паллă турĕ - Николай Васильевичпа Глафира Ивановна туй кĕрлеттерсе ирттернĕренпе 50 çул та вĕçсе иртрĕ.

Глафира Ивановна медицина ĕçченĕ, ĕмĕрĕпех фельдшерта - малтан Ирçе Çармăс, кайран Чăваш Çармăсри фельдшер пунктĕнче - тăрăшнă. Николай Васильевич ăста платник. Ылтăн алăллă ĕçчене çурт, мунча, хуралтăсем хăпартма халĕ те чĕнеççĕ.

Акшаровсем пилĕк ача - тăватă хĕрпе ывăл - çуратса ÿстернĕ, вĕсем пурте урисем çинче çирĕп тăраççĕ. Глафира Ивановнăна Ача амăшĕн медалĕпе чысланă, ĕç ветеранĕ ята та тивĕçнĕ вăл. Ылтăн туй кĕтсе илнĕ мăшăрăн паян çичĕ мăнук. Вĕсем кукашшĕпе кукамăшне куç тулли телей-савăнăç парнелеççĕ.

х х х

Николай Николаевичпа Ольга Яковлевна Никитинсем 1975 çултанпа пĕрле. Мăшăр Смычка  ялĕнче тĕпленнĕ. Вĕсем те ылтăн туй çитнĕ ятпа ăшă саламсем нумай йышăнчĕç.

Мăшăрăн тăватă ача çуралнă. Шел пулин те, Анатолий ывăлĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнă, вăл паттăрла пуçне хунă, Хăюлăх орденĕн кавалерĕ чыслă ята тивĕçнĕ салтак... Мĕнпур йывăрлăха пĕрле парăнтарса, пĕр-пĕрне тĕрев парса пынă Никитинсем. Паян та вĕсем пĕр-пĕриншĕн çирĕп тĕрев.

Халĕ Николай Николаевичпа Ольга Яковлевна юратнă мăнукĕпе йăпанаççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1