НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çур ĕмĕр пĕрле

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2025, 12:27 Просмотров: 727

Тымар поселокĕнчи Ильинсем çемьен 50 çулхи юбилейне паллă турĕç.

Çур ĕмĕр пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ Леонид Ивановичпа Елизавета Николаевна. Çемье вучахне чĕртнĕренпе чылай вăхăт иртнĕ пулин те, таса туйăмсем паян та сÿнмен вĕсен чĕрисенче. Пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, пулăшса пыраççĕ вĕсем.

Ильинсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, вĕсем вара ашшĕпе амăшне çичĕ мăнук парнеленĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ Леонид Ивановичпа Елизавета Николаевна. Кун-çул уттинчен юлмаççĕ, ял пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ.

Сумлă уявпа мăшăра Шăрттан территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Саперов тата «Улах» фольклор ушкăнĕ саламланă. Хăнасем çирĕп те туслă çемьене туйăмсене, пĕр-пĕрне малалла та упрама, çамрăксене ÿлĕмрен те ырă тĕслĕх кăтартса пыма, ырлăхлă-сывлăхлă пурăнма, яланах хастар та савăнăçлă пулма, ачасемпе мăнуксенчен пархатар курма суннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1