НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Вырма вĕçленсе пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2025, 11:06 Просмотров: 668

Йĕпреç тăрăхĕнчи ялхуçалăх çĕрĕсем çинче вырма  ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.

Округри хуçалăхсенчен уй-хир ĕçĕсене чи малтан «Красный партизан» колхоз, Петров Б.М., Федорова Н.Н., Кузнецов В.В., Айсын Р.Г. вĕçленĕ.

Кăçал пĕтĕмĕшле илсен 9972,7 гектар çинчен тулă тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса илмелле пулнă, çав шутран 2141 гектар кĕрхи культурăсем, 7831,7 гектар - çурхи.

Паянхи куна илсен 6547 гектар лаптăк çинчи тулă тата пăрçа йышши культурăсене вырса илсе тирпейленĕ, вăтам тухăçлăхĕ гектар çинчен 32 центнерпа танлашнă. Пÿлмесене 22370 тонна тыр-пула кĕртсе вырнаçтарнă. Çав шутран тулă 2647 га лаптăкран вырса илнĕ (тухăçлăхĕ - гектартан 31,2 центнер); сĕлĕ - 685 га (гектартан 40,8 центнер); урпа - 2510 га (гектартан - 36,5 центнер); пăрçа - 696 га (гектартан 30,5 центнер).

Кунсăр пуçне техника культурисен шутне кĕрекен йĕтĕне 445 гектар лаптăк çинчен пуçтарнă (вăтам тухăçлăхĕ - гектартан  22,65  центнер).

Вырма ĕçĕсемпе харăсах кĕрхи тыр-пула акса хăварма çĕрсене хатĕрленĕ. Паянхи куна илсен 1400 га сухаланă. Пĕтĕмпе 2253 га кĕрхи тыр-пул акма планланă. 385 га лаптăк çине тулă акма ĕлкĕрнĕ. 

х х х

Çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех çĕр ĕçченĕн ларса канма та вăхăт çук. Яланхиллех, çуллахи кунсем питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç. Тин кăна хуçалăхсем ака-сухана вĕçлерĕç, халĕ мĕн акса,  лартса ÿстернине пÿлмене кĕртсе хума та вăхăт çитрĕ.

Районти ял хуçалăхĕсен çĕрĕсем çинче çитĕнтернĕ çĕнĕ тухăçа пухса илес ĕç çу кунĕсенче вĕресе тăчĕ. +уллахи типĕ кунсемпе усă курса тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене çухатусăр кĕртес тесе пикенсех тăрăшрĕç.  Халĕ çак ĕçсене ăнăçлă вĕçлесе пĕтересси тĕпре.

«Пионер» агрофирма тĕш-тырăпа пăрçа йышши  культурăсен 90 процентне пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Çанталăк пăсăлни ĕçе чарса тăрать. Кĕлĕмкасси тăрăхĕнче йĕтĕн çапаççĕ. Александр Ергаев комбайн штурвалĕ ÿмĕнче, Алексей Денисов вара вăрăна цеха турттарать. Ял хуçалăх ĕçченĕсем кашни майлă самантпа усă курса, вăхăта сая ямасăр тăрăшаççĕ.

Çанталăк хĕвеллĕ кунсемпе савăнтарсан, вырмана кĕске вăхăтра вĕçлеме палăртаççĕ Йĕпреç округĕнчи ял хуçалăхĕсем.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1