НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăванлăх çулĕн вĕçĕ ан пултăр...

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2025, 11:00 Просмотров: 758

Агропром ветеранĕсен профсоюзĕн муниципалитет округĕнчи канашĕн президиумĕ (пуçлăхĕ _ Анатолий Петров) сĕннипе ял хуçалăх производствинчен тивĕçлĕ канăва тухнă ушкăн (пĕтĕмпе 10 çын)  çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш халăх сăвăçне сăпка сиктернĕ Хусанкай ялĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. Пирĕн тăрăхран 400 çухрăмра вырнаçнă кĕтесе çитме 4 сехет кирлĕ пулчĕ сумлă ватăсене. +ул тăршшĕпех Петĕр Хусанкайăн литературăри тата общество пурнăçĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçса пырса вăхăт иртни сисĕнмерĕ те. Каçал салинче йĕпреçсен делегацине Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пирĕн тăрăхри музейсене аталану çулĕ çине тăратас енĕпе мĕн паянхи кунчченех ăнăçлăн тăрăшакан Эдуард Бахмисов таврапĕлÿçĕ хутшăнчĕ. Вăл хăй те Хусанкайпа, унăн пултарулăхĕпе, кунпа пĕрлех Сиктĕрме - Хусанкай çыннисен тĕлĕнмелле тараватлăхĕпе çыхăннă пулăмсене чылай илсе кăтартрĕ.

Тăван чăваш поэзине хăйĕн вилĕмсĕр хайлавĕсемпе пуянлатнă сăвăç ентешĕсем ăшшăн кĕтсе илчĕç пире.  Анатолий Петров палăрма та ĕлкĕрнĕ иккен ку тăрăхра.  Вăл ертсе пынă строительсем Хусанкай ялĕнчи таврапĕлÿ музейĕ валли çил арманĕ хăпартса лартнă-мĕн. Çак экспозици тÿрех йĕпреçсен куçĕ умне  сумлăн тухса тăчĕ. Пирĕн çĕршыври чи паллă бизнесменсенчен пĕри, агропрома аталану çулĕ çине тăратассишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума вăй-халпа ăсталăх çитерекен мухтавлă предприниматель, Петĕр Хусанкайăн  çывăх тăванĕ Иван Казанков ăшшăн кĕтсе илчĕ инçе çула парăнтарса килсе çитнĕ эскурсантсене. Ăшпиллĕ калаçу малтанах Хусанкай ялĕнчи «Уяв» ресторанта, пире вĕри чейпе хăналанă вăхăтра малалла тăсăлчĕ. Иван Казанков, нумай пулмасть кăна Мари Элран килсе çитнĕскер, «Звенигово» агропром предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, йĕпреçсене хăйсен мухтавлă ентешĕн _ Петĕр Хусанкайăн пултарулăхне хаклама меллĕ вăхăт тупнăшăн тав турĕ. «Эсир пирĕн çывăх тăванăмăрăн сумлă хайлавĕсене юратнине кăтартма мел тупнăшăн савăнас та, хĕпĕртес те килет, - терĕ вăл, калаçу йĕрĕ çине пач систермесĕрех куçнă май. - Эпир вара, технологи ĕçĕсене аталантарса пынă май, хамăрăн продукцие потребительсем патне малалла та çакăн пек хăвăртлăхпах çитерсе тăрасшăн. Йĕпреç халăхне пирĕн пахалăхлă кăлпасси, ытти изделисен пахалăхĕ тивĕçтернине лайăх ăнланатпăр эпир. Çавна май продукци хăватне татах та татах ÿстерсе пырасшăн. Тен, сирĕн тăрăхра çĕнĕ лавккасем уçма май килĕ? Кун пирки муниципалитет ертÿлĕхĕпе калаçса  пăхни усăллă пуласса шанса тăратăп...».

Иван Казанков Йĕпреçре пĕрре кăна мар пулнă иккен, уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕн экспоначĕсемпе паллашма  та май тупнă. Хăйсен тăван ялĕнче тавра пĕлÿ музейĕ валли çил арманĕ тăвас çунатлă ĕмĕт-тĕллев шăпах Йĕпреç тăрăхĕнче çуралнă та. Тутар çĕрĕ çинчи çил арманĕ, кăнтăр çилĕн ачаш çаврăмĕ çемçен юхса тăнă май, лăпкăн çаврăнса тăрать. «Вăхăт çитерсе, ку армана çăнăх авăртмалла туса паратăпах», - лăпкăн тавăрчĕ Анатолий Петров, ку енĕпе самаях ăнăçлă утăм тума вăй-хал çитернĕскер.

Пирĕн çул çÿрев малалла тăсăлчĕ. Эпир Хусанкай ялĕн çĕнелнĕ сăн-сăпатне курнипе хăпартлантăмăр, ХХI ĕмĕрти çамрăк строительсен иксĕлми ăсталăхĕпе тавракурăмне курса тĕлĕн-тĕмĕр.  Чăваш халăх сăвăçне çăл куç таппиллĕ хăват парса тăнă ял-йыша сăпайлăн пуç тайрăмăр. Сăмах май каласан, Илья Ульяновпа Иван Яковлев уçнă çĕнĕ шкул  паян Чăваш халăхĕн мăнаçлă патриархĕ ячĕпе хисепленет иккен. Ăна çĕнĕ проект тăрăх тунă, шкула вăхăтра ĕçе кĕртес тесе «Хусанкай» ячĕллĕ ООО çав тери нумай тăрăшнă иккен.

Йĕпреçсене Хусанкай ялĕ сумлă та чипер пулни, кунта пурăнакансем хăйсен тăрăхне чун-чĕререн юратни,  хаклă поэтăн ентешĕсем аваллăха хисеплени, хăйсен мухтавлă ĕçĕсемпе курнăçланни кашни утăмрах питĕ уçăмлăн курăнса тăрать. Эпир Совет Союзне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă паркра та пултăмăр, тахçан 16 союзлă республикăна пĕрлештернĕ ялавсене сăпайлăн пуçăмăрсене тайрăмăр.

Ялта  Атăл тăрăхĕнчи тăванла халăхсен - чăвашсемпе тутарсен, çармăссен  йăла музейĕсем  пур. Хусанкай ялĕнче зоопарк та пур иккен. +ĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансанах, кунта шкул ачисен уçă урокĕсене ирттереççĕ. Мĕнле кăна чĕрчун тата кайăк-кĕшĕк хÿтлĕх  тупман-ши ку хутлăхра?  Мăнаçлăн курнăçланакан капмар  тĕвесемпе имшеррĕн çеç кумса çÿрекен фазансем тата пăчăрсем таранах. Эпир халĕччен кĕнеке-журналта  вуласа пĕлнĕ е телеэкран çинче çеç курнă ула упасем те вырăн тупнă зоопаркра. Вĕсене пăхса тăма «Хусанкай» ООО ятарлă çынсем çирĕплетнĕ.

Эпир статья пуçламăшĕнче асăннă Эдуард Бахмисов таврапĕлÿçĕ, дизайнер вара Хусанкай ялне малалла аталантарас тĕлĕшпе проектсем туни çинчен ăшпиллĕн каласа пачĕ, вăл йĕпреçсене Хусанкай ялĕнче йĕркеленĕ ял хуçалăх техникин музейĕпе кăсăклансах паллаштарчĕ. Палăртăпăр, ялта халĕччен кунашкал музей тăвассин пĕлтерĕшне хакласси тĕпре пулман. Паян вара Чăваш халăхĕн сăвăçне тĕнче çути кăтартнă тăрăхра тĕлĕнмелле хăватлă техника музейĕ пур. Унти кăсăк экспонатсене курса хак пама ăçтан кăна килсе çÿремеççĕ-ши? Эскурсантсен журналне хамăрăн ушкăн ячĕпе те кĕске халал самаях çырса хăвартăмăр.

Чылая тăсăлнă çул çÿрев 16 сехет иртсен тин вĕçленчĕ пирĕн. Йĕпреçсене ăсатнă çĕре  Иван Казанков бизнесмен хăй хутшăнчĕ, Чăвашпа Тутар республикисен хушшинчи хутшăнусем ÿлĕмрен  татах та çирĕпленессе шаннине палăртнă май, вăл çапла каларĕ%

«Тăванла икĕ халăх хушшинчи туслă çыхăнусем малашне тата ытларах тĕрекленсе пыччăр. Пирĕн хушăри туслăх çулĕн вĕçĕ ан пултăр. Эпир ăна малалла та хальхи вашаватлăхпах çирĕплетсе пырар!»

Çак статьяна вуланă хыççăн пирĕн тăрăхран Хусанкай ялне кайса курас текенсен йышĕ палăрмаллах ÿсессе шанас килет. Петĕр Хусанкайăн тĕнчене тĕлĕн-тернĕ мухтавлă таланчĕ  çăлтăр пекех çиçсе тăрасса ĕненессĕм пур...

«Хусанкай поэзийĕпе çунатланни пире унăн тăван тăрăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе куçа-куçăн курнăçма пулăшрĕ», - терĕ тĕлпулу вĕçленнĕ хыççăн муниципалитет округĕнчи АПК ветеранĕсен пуçлăхĕ Анатолий Петров.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1