Чăваш Енре Вăтам Ази арçыннине суд тунă. Ăна сакăр çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă.
Арçын машининче 1 килограмм героин пулнă. Çав тавара ăна Мускав облаçĕнчи пĕр хулара хурса парса янă. Георина багаж уйрăмĕнче пытарнă.
М-12 çулпа Чăваш Ен çĕр. çинче пынă чухне ăна пакунлисем тытса чарнă. Ку вăл кăçалхи çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче пулнă. Героина арçын Самар облаçне илсе çитересшĕн пулнă.
Март 2026 |
