НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕчĕк шăрпăк - пысăк хуйăх

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2025, 14:44 Просмотров: 1006

Кĕлĕмкассинчи ача садĕнчи  «Йăва» ушкăнра пушар хăрушсăрлăхĕн никĕсне хывас тĕлĕшпе «Пĕчĕк шăрпăк - пысăк хуйăх» ятлă мероприяти иртрĕ. Ачасем патĕнче хăнара чăн-чăн пушар хуралçи пулчĕ.

Артур Исаев пушар хăрушлăхĕнчен мĕнле сыхланмалли пирки  калаçу ирттерчĕ. Çулăм тухсан харпăр хăйне мĕнле тытмалли, пĕчĕк çулăма мĕнле сÿнтерме пулни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Ачасем хăнана тимлĕ итлесе ларчĕç, ыйтусем пама та именмерĕç. Каярах мĕн илтнине вăйă выляса çирĕплетрĕç.

Артур Александрович шăпăрлансене пушар сÿнтерекенсен ушкăнне мĕнле чĕнмеллине  ăнлантарса пачĕ. Вăйăра ачасем «пушар сÿнтерме» те вĕренчĕç, С.Я. Маршак çырнă «Кошкин дом» хайлавне кăсăклансах итлерĕç.

Чи кирлĕ хăнăхусем ачасен шкул çулне çитиччен  калăпланса юлаççĕ. Çавăнпа та сывлăхшăн тата пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан лару-тăрура мĕнле утăмсем тăвассине те пĕчĕклех вĕренсе хăнăхни вырăнлă.

Алина Алексеева, 

воспитатель      

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译