НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Мускав умĕнче пире намăс мар

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2025, 14:42 Просмотров: 1099

Ытти тăрăхпа танлаштарсан, Чăваш Ене пысăк регионсен шутне кĕртме çук. Анчах кунта тĕпленнĕ çынсем, кирек хăш профессипе ĕçлеччĕр вĕсем, хăйсене шанса панă хуть те мĕнле тивĕçе те чун-чĕре хушнă пек пурнăçласине тĕпе хураççĕ. Синкерлĕ самана килсе тухсассăн та тыр-пул ÿстерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, аграри тытăмне аталантарма шанчăклă тÿпе хывакансем  палăртнă çул-йĕрпех малтан малалла пырса çĕнĕ технологисене çул пачĕç, ытти регионсенче пачах та аса илмен меслетсен уссине вĕсенчен чылай маларах ăша хывса оазиссăр, тепĕр чухне пуш хирпе танлаштарма юрăхлă пусăсенчех пысăк тухăçлă тырă, çĕрулми, выльăх апачлĕх культурăсем туса илме вĕренсе-хăнăхса çитрĕç кăна мар, вĕсем урăх çĕрте те вырăнлă пулассине çирĕплетсе калама пултараççĕ паян. Çакна пирĕн республикăри ĕç-хĕлпе паллашма килнĕ Раççей ялхуçалăх министрĕ Ольга Лут та пайăррăн палăртрĕ, Чăваш Ен чылай енĕпе çĕршывра ăнăçлă ĕçлесе пыракан тăрăх пулнине уçăмлăн пĕлтерчĕ.

Аграри тытăмĕ пур енĕпе те ăнăçлă аталанса пырать пирĕн республикăра. Эпир выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе те, вĕсен пахалăхне лайăхлатассипе те – федераци ша-йĕнче малтисенчен пĕрисем, Машинăпа трактор паркĕ те, малтан пăхнă пекех, ăнăçуллăн аталанать, хамăр çĕршывра, чикĕ леш енче кăларнă çĕнĕ йышши тата хăватлă техникăпа пуянланаççĕ пирĕн техника станцийĕсем. Пус çумне пус хушма вĕренсе çитнĕ ял çыннисем йывăр тапхăрта та укçа-нухрат тума хăнăхрĕç мар-и?

Уйсем тăрăх тухса çÿресен тÿрех çакна асăрхатăн: Йĕпреç енчи хуçалăхсем, фермăсем çĕнĕ малашлăхлă сортсене çул панă хушăрах малашлăхра пăхнă программăсене те тĕпе хурас тĕллевлĕ. Аграри тытăмĕнче вăй хуракансем куккурус çитĕнтерме вĕренсе çитрĕç ĕнтĕ, вĕсемшĕн «Хир пики» катемпи пулма пăрахрĕ. Тухăçлă çитĕнекен техникăллă культурăсем те кăмăллаççĕ паян Йĕпреç енчи тулăх мар уйсене. Пурăна киле чăвашсем тахçанах тухăçлă туса илме вĕренсе çитнĕ «симĕс ылтăн» та вырăн тÿпĕ-ха пирĕн пахчасенче. Хăмла вырăнти бюджеда самаях пуянлатма пулăшнине çирĕплетекен тĕслĕх чылай илсе кăтартма пулать паян. Чăваш Енре çак культурăна çитĕнтерсе унран илекен укçа-тенкĕ тупăшне палăрмаллах ÿстерме май паракан малашлăх планĕ хатĕр ĕнтĕ. Çак ĕçе пирĕн округри хăмлаçăсем те тÿрремĕнех хутшăнас шанчăк пур.

Эпир, вăрман тăрăхĕнче пурăннăран, пылак продукци илессипе те ыттисен умĕнче хăюллăнах курнăçланма пултараймастпăр-и? Пирĕн патăрти лару-тăрăва ку енĕпе пачах та хурлама çук. Хăть Пăкăянта, хăть Çăкалăхра, хăть Çармăсра, хăть Тимеш енче - пылак продукци отрасльне курăмлăн аталантарма пĕтĕмпех пур Хумпа Кĕтне, Кушлавăшпа Пăла юханшывĕсен тăрăхĕнче. Березовка енче утар тытакансем те хăйсен тивĕçлĕ сăмахне калĕç. Кунта та хурт-хăмăр ĕрчетессине чăн-чăн хуçа пек хаклакансем сахаллăн мар.

Хăй вăхăтĕнче Çиçĕмкассипе Пĕчĕк Упакасси, Кĕлĕмкассипе Пучинке тата Эйпеç тăрăхĕсенче те утарсенчен самаях пысăк тупăш илексем йышлăччĕ. Çак вăхăт та тепĕр хут çитессе шанас килет. Çиçĕмкассинчи Геннадий Яковлевич Баранов пек хастар утарçăсем хăйсен уçăмлă та татăклă сăмахне каласса кĕтетпĕр.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-80-мĕш çулĕсенче пирĕн районта та хурт-хăмăр ĕрчетекен ятарлă зоотехник пурччĕ. Вăл тунă халавлă та пархатарлă ĕçе манăçа хăварма юрамастех. Статьяра мĕн çырнине пĕтĕмлетнĕ май, çапла çырма тивĕçĕм пур пек% эпир ял хуçалăхăн йышлă отраслĕсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе, çапла калатпăр: пирĕн тăрăхра аграри тытăмĕ, малтан пăхнă пекех, çирĕп план тăрăх аталанса пырать, ку енĕпе эпир Тăван çĕршывăн тĕп хули умĕнче те намăс курмăпăр. Пирĕн ĕмĕт-тĕллевсем вара çутăрах та, анлăрах та. Темĕнле лару-тăру сиксе тухсассăн та, хамăр йышăннă çул-йĕртен пăрăнас марччĕ, ÿлĕмрен те кăтартуллă ÿсĕмсемпе малаллах утасчĕ.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译