НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тыр-пула çухатусăр пухса илесси, техникăсене вут-çулăмран упрасси тĕпре

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2025, 17:53 Просмотров: 375

Кашни çулах вырмана тухиччен районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, колхозсен комбайнĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараса ĕçченсемпе калаçу йĕркелеççĕ. Кăçал та палăртнă тĕрĕслевсем кашни хуçалăхрах вăхăтра иртнĕ.

Районти хуçалăхсенче пурĕ 19 комбайн, вĕсенчен 17-шĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Пирĕн тăрăхри уй-хир пуссисене вырма хутшăнакан тепĕр 14 единица техника урăх районсенче шутра тăраççĕ.

Уйсемпе хирсенче хĕрÿ тапхăр тахçанах пуçланнă ĕнтĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем вырма ĕçĕсене вĕçлесе те пыраççĕ, сарă ылтăна, пăрçа йышши культурăсене, выльăх-чĕрлĕх валли апата  пÿлмесене тăрăшса хываççĕ ял ĕçченĕсем. Çанталăкпа пĕрлех техника юсавлă пулни вырмана вăхăтра, кăлтăксăр вĕçлеме май парать. Иртен пуçласа каçчен хирте кĕрлеттерсе çÿрекен «уй карапĕсемпе» «тимĕр лашасене» чуптаракансен мĕнпур хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, техникăна çулăм хыпса илессинчен, тыр-пула çунтарса ярассинчен сыхланмалла. Ĕçленĕ чухне пурин те тĕп правилăсене пăхăнмалла, инкек-синкек тухассине сирмелле.

Нумай пулмасть патшалăхăн техника асăрхавĕн Йĕпреç районĕнчи инспекцийĕн аслă инспекторĕ Алексей Терентьев тата асăрхавпа профилактика ĕçĕ-хĕлĕн Йĕпреçри уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Юрий Петров икĕ хуçалăхра пулса техникăсем мĕнле шайра пулнипе паллашнă. Çакна çирĕплетсе калма пулать: «Пионер» тата «Красный партизан» хуçалăхри  тырă пуссисене çапса илекен техникăсем пурте юсавлă, пуринче те огнетушительсем пур, механизаторсем пушар тухас хăрушсăрлăх нормисене çирĕп пăхăнса тимлеççĕ. Çакăн йышши тĕрĕслев рейчĕсемпе ытти хуçалăхсене те çитĕç  инспекторсем. Чи кирли - тыр-пула çухатусăр пухса илесси, техникăсене вут-çулăмран упрасси.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31