НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кĕлĕмкассисем 150 сеть çыхнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2025, 10:04 Просмотров: 262

Йĕпреç округĕнче йĕркелесе янă пархатарлă тыл ĕçĕ пĕр кунлăха та чарăнмасть, ял тăрăхĕсенче уçăлнă 17 точкăра кашни кунах салтаксем валли маскировка хатĕрĕсем çыхаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пуçтараççĕ.

Кĕлĕмкассинче çак кунсенче 150-мĕш сете вĕçлерĕç. Юбилейлă хÿтĕлев карри кĕçех салтаксем патне ăсанĕ. «Çулла килте ĕç нумай, паллах: пахчине те пăхмалла, хăяр-помидорне те хупмалла... Ытларах кунта пирĕн кукамайсемпе асаннесем, пурин те тенĕ пекех мăнукĕсем пур. Çулла ачасене хуларан яла килсе яраççĕ. Анчах та пирĕн хĕрарăмсем пĕр тытăннă ĕçе тухăçлăхĕпе хăвăртлăхне чакармасăр малаллах тăсаççĕ. Май çитнĕ таран пулăшасчĕ, салтаксен пурнăçĕсене çăлса хăварма май туса парасчĕ. Ытти кĕтет», - тет хÿтĕлев карри çинчи тĕссемшĕн яваплă Людмила Николаева.

Гуманитари тиевĕсем йĕркелес ĕçе те хастар хутшăнаççĕ кĕлĕмкассисем. Хальхинче те Йĕпреçри центра госпитальсем валли простыньсем, салтаксем валли çĕленĕ аялти тумтир, медицина препарачĕсем, килте пуçтарса типĕтнĕ чей курăкĕ леçсе пачĕç. Усăллă курăк пуçтарса хатĕрлесси кунта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ, техĕмлĕ те тутлă шăршăллă тĕрлĕ йышши курăка хутăштарса ятарласа мамăк пусмаран çĕленĕ пĕчĕк хутаçсем ăшне тултараççĕ. «Çак чее ĕçсен киле килсе кайнă пекех туйăнтăр ачасене. Кунта эпир кашнинех мĕн тери хытă кĕтнине туйсах тăччăр», - теççĕ тыл ĕçченĕсем.

Эльвира Анисимова

(Хаçата хатĕрленĕ хушăра кĕлĕмкассисем 155 сеть çыхма ĕлкĕрнĕ)

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5