Иртнĕ шăматкун, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Туçа ялĕ çийĕн ир-ирех кăмăла çĕклекен кĕвĕсем янăрарĕç. Кунта паян уяв пулнине яла пырса кĕричченех туйса илме Канаш-Йĕпреç автоçулран пăрăнсанах çил çинче вĕлкĕшекен тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем куç умне тухни те пулăшрĕ. Туçасем çак уява хатĕрлнме пуçланăранпа темиçе уйăх та иртрĕ тени пĕрре те йăнăш мар, чăннипех те, палăртнă куна кĕтсе çав тери нумай ĕç туса ирттерчĕ ял халăхĕ. Мĕншĕн тесен ял кунне уявланипе пĕрле паллă тумалли сăлтавсем татах та пулни ун пĕлтерĕшне самаях пысăклатрĕ.
Халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ программăпа ача-пăча вылямалли тата спорт площадкине уяв тĕлне туса пĕтерни ял халăхĕшĕн чăн-чăн парнех пулчĕ% Туçа ялĕ пĕчĕк мар, ачи-пăчи те çителĕклех унта, çуллахи кун вара уйрăмах. +авăнпа та ачасене выляма ятарлă вырăн кирлĕ пулни уйрăмах уççăн туйăннă. ,мĕтленни тинех çитрĕ!
Ял центрне халăх йышлăн пуçтарăннă. Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов сăмах илчĕ. Туçасем кăçал тăван ялне хăтлăлăлатса илем кÿрес енĕпе питĕ нумай ĕç туни çинче чарăнса тăчĕ. Чи пĕлтерĕшлисем – культура çурчĕ умне брусчатка сарса майлани, урамра çуллахи сцена туса лартни, çулсене юсани. Ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ираида Ильина хăй чунтан савăннине пĕрре те пытармарĕ – çак площадкăна тумашкăн нумай тар тăкнă вăл. Пĕчĕккисемпе аслисен тахçантанпах ĕмĕтленни тинех пурнăçа кĕнĕшĕн патшалăх Думин депутатне Алла Салаевăна, ял халăхне тата округ администрацине чĕререн тав турĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Людмила Маркиянова тухса калаçрĕ, ялти çынсем валли чăн-чăн ырлăх туса панăшăн муниципалитет ертÿçисене тата ялти хастар та активлă çынсене тав сăмахĕ каларĕ.
Хĕрлĕ хăйăва касма округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, Валерий Никонов тата пĕчĕк хĕр пĕрчи Танюша Маркиянова тивĕçрĕç. Малалла вара пĕтĕм чуччу-ярăнчăксене ача-пăча сырса илчĕ.
Ял кунне уявланă май, Туçари культура çурчĕ çумĕнчи «Ахах» халăх фольклор коллективĕ кăçал 50 çул тултарнине паллă турĕç. Республика шайĕнче кăна мар, ун тулашĕн-че те чапа тухма пултарнă коллектива саламлама хăнасем таçтан та килнĕ. Салам сăмахĕсем пуçличчен çуллахи сцена умĕнче авалхи йăлăпа чăваш тумĕ тăхăннă юбилярсемпе пĕрлĕ хăнана килнĕ республикăри паллă халăх фольклор ушкăнĕсен артисчĕсем вăйă картине тăрса çаврăнчĕç, илемлĕ халăх кĕввипе чăваш хĕрарăмĕсен çи-пуçĕнчи кĕмĕл тенкĕсем шăнкăртатни пĕрлешсе таврана асамлă сасă сарăлчĕ. Шупашкарти «Акация» культура çурчĕ çумĕнчи «Укăлча» фольлор коллективĕпе Муркаш округĕнчен килсе çитнĕ «Муркаш» халăх ансаблĕн юрри-ташшине каярах куракансем хапăл тусах йышăнчĕç: чĕрĕк ĕмĕр ытла хăйсен пултарулăхне туптакан ушкăнсем чăннипех те мухтава тивĕç.
Ял халăхне тата «Ахах» фольклор ушкăнне Йĕпреç муниципалитет ертÿçин çумĕ Николай Федоров саламларĕ, администраци ячĕпе Игорь Семенов алă пусса çирĕплетнĕ Тав çырăвĕ тата проектор илме сертификат парса савăнтарчĕ. Йĕпреç ентешлĕхне ерсте пыракан Антонина Краснова ăшă салам сăмахĕсем каланă май, Шупашкарта иртекен ентешлĕх тĕлпулăвĕсене тата ытти мероприятисене тăтăшах юрă-ташăпа пырса тĕп хуламăрта пурăнакансене савăнтарнăшăн артистсене чĕререн тав турĕ, ансамбле тав хучĕпе чысларĕ. Шупашкартан килнĕ ытти сумлă хăнасем те тав çырăвĕсемпе хисеп хучĕсем чылай илсе килнĕ% Чăваш тата Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Лаврентьева тата республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕн методика пайĕн пуçлăхĕ Светлана Тяхмусова Чăваш республикин культура Министерстви ячĕпе «Ахах» фольклор ушкăнне Хисеп грамотипе наградăларĕç, нумăй çул хушши çак ушкăнра тытăнса тăракан хастар та пултаруллă артистсене тав çырăвĕсемпе палăртса хăварчĕç.
Ял тăрăхĕн ертÿçи Валерий Никонов Кĕлĕмкасси территори пайĕ ячĕпе ял илемне тытса тăма хăйсен вăйне те, вăхăтне те шеллемесĕр хутшăнакан тата çак уява хатĕрлеме пулăшнă Туçари активлă та хастар çынсене тав хучĕсем пачĕ. Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрĕн ертÿçи Андрей Петров сцена çинчен нумай ăшă сăмах каларĕ, Йĕпреç тăрăхĕнчи фольклор юхăмне аталантарма хывнă пысăк тÿпишĕн «Ахах» ушкăнне тав турĕ, тав хучĕпе чысларĕ, хаклă парне парнелерĕ.
Уяв ячĕпе хатĕрленĕ концерт ял çыннисемпе хăнасемшĕн чи пысăк та паха парне пулчĕ. Сумлă «халăх» ятне тивĕçнĕ коллективсемпе танах ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Грация» ташă ушкăнĕ (ертÿçи Екатерина Анисимова) тата «Кружева» хĕрсен ансамблĕ (ертÿçи Екатерина Киселева) илемлĕ номерсемпе савăнтарчĕç. Ильинсен «Хунав» çемье ушкăнĕ тата çамрăк купăсçă Николай Ильин, фольклор коллективĕ çу-мĕнчи арçынсен инструментлă ансамблĕ халăха ташша тухма хистерĕç. Ирина Красновăпа Петр Ильин дуэчĕ тĕлĕнмелле уçă сассисемпе, çавăн пекех Андрей Семенов аккомпанементсăр шăрантарнă «Вĕç, вĕç, куккук» юрă куракансен чĕрисене тыткăнларĕç. Галина Казакова вуланă сăвă йĕркисене тата унăн талантлă мăнукĕсем Василинăпа Авелина Казаковăсем шăрантарнă юрра халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.
«Ахах» ансамблĕн хастар артистне – нумаях пулмасть ятарлă çар операцине хутшăнса паттăррăн пуçне хунă Олег Ильина, ялтан çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайса каялла таврăнман ытти паттăрсене, çавăн пекех пурнăçран уйрăлнă, анчах та фольклор коллективĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă артистсене асăнса халăх минут хушши шăп тăчĕ. Уяв программине Светлана Казаковăпа Сергей Ильин меллĕ те илемлĕ ертсе пычĕç.
Аслисемпе танах ачасем те савăнчĕç çак кун: ярăнчăксемпе ярăнса ывăнсан пысăк батут çинче сиксе тата пылак мамăк çисе киленме пултарчĕç. Уява пуçтарăннă хăнасем валли сĕтелĕсене те тулли хатĕрленĕ туçасем, техĕмлĕ шÿрпесĕр пуçне кукăль-пÿремечне пĕçернĕ, кăпăклă сăрине те вĕретсе хунă.
Спорт вăййисем те иртрĕç: шахмăтла выляма юратакансем пĕр-пĕринпе тупăшрĕç, ачасен тата пикесен командисем футболла выляса ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.
Кăшт канса илнĕ хыççăн Туçа çыннисемпе хăнисем ташă каçне пуçтарăнчĕç, Константин Рязанов юрăç концертне курса савăнчĕç.
Туçасем ял кунне йĕркелесе ирттерекенсене тата ун спонсорĕсене чĕрере ăшă туйăмсем хăварнă уявшăн чунтанах тав тăваççĕ. Пуринчен ытларах вара акă мĕн савăнтарать% ял пĕчĕккĕн аталанать, пурăнакансемшĕн хăтлăрах та меллĕрех пулса пырать. Ку вăл – тăван яла чĕререн юратса уншăн тем тума та хатĕр çынсен тÿпи, паллах.
Эльвира Анисимова
Май 2026 |
