Кăçал Йĕпреç муниципалитет округĕнче республикăн пуçарулăх бюджечĕн программипе халăх пуçарăвĕсем çинче никĕсленнĕ, общество инфратытăмне аталантарассипе, пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă 70 проекта пурнăçламалла. Ку таранччен нумай ял-поселоксенче проектсене пурнăçа кĕртнĕ те ĕнтĕ. Акă иртнĕ кунсенче кăна-ха Энтриел территори пайне кĕрекен Кăшмас ялĕнчи Речная урамра 175 м тăршшĕ проблемăллă çула юсаса йĕркене кĕртни çинчен отчет тунă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев симĕс çутă парса çула кăларнă «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна хутшăнса хамăр тăрăхри «Веха» тулли мар яваплăхлă общество юсанă çул пахалăхне хак парса йышăннă хыççăн, Энтриел территори пайĕн начальникĕ Александр Лаврентьев çапла пĕлтерчĕ: «Подрядчик хăй çине илнĕ задачăсене тивĕçлĕ шайра пурнăçларĕ. «Веха» ООО кăçал кăна пире виçĕ проекта ĕçе кĕртме пулăшрĕ. Речная урамри çулсăр пуçне çул-йĕр строителĕсен бригади Энтриелĕнчи тепĕр икĕ объекта - Пушкин урамĕнчи 300 м тата Николаев урамĕнчи 170 м тăршшĕ юхăннă çулсене юсаса, вак чулпа хытарса пачĕ. Унччен машинăпа та, çуран çÿреме те кансĕр пулнă çулсене палăртнă срокра, пахалăхлă тунипе ял-йыш та питĕ кăмăллă. Ара, çулсене якатса тикĕсленĕ хыççăн урамсем те хитререх курăнаççĕ çке! Ял-йыша та тав тăвас килет. Вĕсем проектсене пурнăçа кĕртес ĕçе хăйсен сумлă тÿпине хыврĕç».
Вăтам предпринимательлĕх мелĕпе тимлекен «Веха» общество директорĕ Сергей Кузьмин - хамăр енчисемех, унăн организацийĕ ытларах яллă вырăнта çулсем тăвассипе, юсассипе специализациленнĕ, пĕр бригадăра кăна 6 çын валли ĕç вырăнĕ туса панă. Хăй вăл Тури Кĕлĕшкассинчен, ĕçлекеннисем те хамăр ентешсемех. Тăван ялĕнче те, Йĕпреç поселокĕнче те, халăх пурăнакан ытти пунктсенче те урамсенчи çулсене юсассипе, нумай хутлă çуртсен картишĕсенче тата йĕри-тавралăхĕнче хăтлăхпа йĕрке тăвассипе Сергей Анатольевич хăйĕн коллективĕпе питĕ нумай ĕç тунă. Вăл ку енĕпе пысăк опыт пухнă специалист. Хальхи вăхăтра ялти бизнеса ун пек сулмаклăн аталантаракан çынсем питĕ кирлĕ.
Светлана Быкова
Июль 2026 |
