НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ĕçе пуçăнакан фермерсене - грантсем

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2025, 09:45 Просмотров: 247

Чăваш Енре ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшу памалли «Аргостартап» гранта кăçал ялта харпăр-хăйĕн бизнесне пуçарса янă 20 çынна панă. Пĕтĕмпе çакна валли 99 млн. тенкĕ чухлĕ укçа уйăрнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе грант суммине кăçал палăрмаллах ÿстернĕ, халĕ харпăр-хăйĕн ĕçне ялта йĕркелесе яракансене пуçламăш утăмсем тума 5 миллиона яхăн пулăшу параççĕ. Грант аграри сферинчи бизнеса аталантарассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласси никама та иккĕлентермест паян. Ĕçе пуçăнакан фермерсем умĕнчи çул уçăлсах пырать, вĕсем патшалăхăн пулăшу укçине ăçта хывмаллине планласа хунă ĕнтĕ, çапах çакна палăртмалла% чылайăшĕ çав нухратпа усă курса ялхуçалăх продукчĕсем туса илес ĕçе çĕнĕ технологисене кĕртме тĕллев лартаççĕ. +авăн пекех ку укçапа çĕр лаптăкĕ, ăратлă выльăх, çĕрĕç техники, тĕштырă вăрлăхĕ, акмалли-лартмалли ытти материалсем туянма пулать, çавăн пекех хушма хуçалăх витисене юсама е çĕннисем тума ирĕк пур.

Çакна пĕлтерме те кăмăллă, «Агростартап» грантне тивĕçнисенчен пĕри - пирĕн округран. Ку вăл Эйпеç тăрăхĕнче ялхуçалăх ĕçне çĕнĕ вăйпа кÿлĕнме тĕллев тытнă Андрей Моисеевич Петров. Ăнăçусем сунатпăр ăна!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网