Чăваш спортсменĕсем – малти ретре
Чăваш Енри спортсменка Мальвина Петрова Суздальте 84 çухрăм чупса çĕнтернĕ. Дистанцие вăл 9 сехет те 41 минут та 51 çеккунтра парăнтарнă.
Палăртмалла, çулсерен иртекен Golden Ring Ultra Trail 100 (GRUT) трейлинг фестивале 8 пин ытла спортсмен хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Мальвина финиша пĕрремĕш çитнĕ.
Ку дистанци GRUTри чи йывăр трассăсенчен пĕри шутланать, унта опытлă трейланнерсем хутшăнаççĕ.
Кубăна çитнĕ!
Чăваш Ен студенчĕсем Кубăри фермерсене пулăшма кайнă. Çак йышра – И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренекен Арина Ивановăпа Дмитрий Павлов. Вĕсем Европăри ыр кăмăллăх ĕçĕн бригадин йышне кĕнĕ.
Палăртмалла: Кубăна Раççейри, Францири, Испанири, Бельгири, Австрири, Италири, Швейцарири тата Португалири 48 çамрăк кайнă. Вĕсем унта истори тата культура палăкĕсемпе, илемлĕ вырăнсемпе паллашаççĕ. Çав вăхăтрах вырăнти фермерсене пахча çимĕç пуçтарма пулăшаççĕ.
Канаша Станислав Садальский килĕ
Канаш хулин çуралнă кунне уявлама Раççейри паллă артист Станислав Садальский килĕ.
Унăн ачалăхĕ Канаш хулинче иртнĕ. «Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Канашра пулатăпах», - çапла çырнă сумлă артист социаллă сетьри страницинче.
Палăртса хăварар: Канаш хули кăçал 100 çул тултарать. Çак паллă куна ыран, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, уявлĕç.
Апрель 2026 |
