Турă ытла та кĕске çеç ĕмĕр парнеленĕ пулнă ăна, тăван ял-йышăн тĕрекĕпе пĕрлĕхне хушса пырассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тараватлăн ĕçленĕ канăçсăр чун-чĕреллĕ çынна, аллă тултаричченех пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă маттур хуçана. Вăл Александр Трофимович Тазенов, вăрманлă-юханшывлă тăрăхра çуралса ÿснĕ сухаçă ашшĕ-амăшĕн ытарайми кĕтесне калама çук юратнăскер, хăйне шанса панă «Путиловка» хуçалăха ăста, пуçаруллăн ертсе пынăскер. Вăл Пĕчĕк Упакассипе Çиçĕмкасси поселокне пĕрлештернĕ эрттеле миллионерлă тупăш куракан хуçалăх шайне çитернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Хумпа Кĕтне тата Пăла юханшывĕсен хутлăхĕнче кунашкал тупăш илекен колхозсем пĕтĕмпе те иккĕ кăна шутланнă. Ытти хуçалăхсен пуçлăхĕсем вара Пĕчĕк Упакассинчи «Путиловка» тата Пăкăянти Киров ячĕллĕ колхозсемпе (миллионерсемпе!) танлашас тĕллевпе хĕрÿ кĕрешÿ сарса янă çав тапхăрта.
Пусран тенкĕ тума вĕренсе çитнĕ хастар экономист ялхуçалăх производствин пур отрасльне те пĕрешкел аталантарас, вĕсене тухăçлă тăвас тесе питĕ нумай тăрăшнине çирĕплетекен тĕслĕх сахал мар илсе кăтартма пулать. Нумаях пулматсть кăна Шупашкарти «Çĕнĕ Вăхăт» издательствăра кун çути курнă «Деревня Нижние Абакасы и поселок Молния» кĕнекере (авторĕ Геннадий Васильев) кун пирки тĕплĕн çырса чăннипех ырă, пархатарлă ĕç тунă. +ак кĕнекене сÿтсе явма Пĕчĕк Упакассинчи культура çуртне килнĕ вулакансем Чăваш Енри паллă таврапĕлÿçĕне тарăн шухăшлă та тĕпчевлĕ ĕç çырнăшăн тав турĕç, шырав ĕçне ÿлĕмрен те хальхи пек тăрăшулăхпах туса пыма ырлăх-телей сунчĕç.
Манăн паян ентешĕмсене Александр Тазеновăн ертÿçĕ ĕçĕнче пухнă опычĕ çинчен кĕскен те пулин çырса кăтартас килет. Пĕчĕк Упакассинчи хресчен çемйинче çуралнă тырпулçă мĕн çамрăкранах хура çĕре, çичĕ хут тарпа шăварăннă ыраш çăкăрĕн хакне пĕлсе ÿснĕскер хăйне кирек хăçан та пĕрлешÿллĕ йыш хушшинче, ÿсĕмлĕ те ăнăçлă çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ килĕшÿлĕхпе тăванлăх пĕтĕмлетĕвĕнчен килнине курса тăнă. Пуçлăх халăхран вĕренессине, хăй мĕн пĕлнине ыттисем патне çитерессине хуть те хăçан та тĕпе хунă, ăслăлăхпа ăсталăхăн сахал тăкакпах пысăк усă кÿме май паракан шанчăклă меслечĕсене çул парассине çынлăхăн чи кирлĕ тивĕçĕ тесе хакланă. Курнăçланасси, кăкăрне çапса мăнаçланасси вуçех те пулман унăн. Александр Трофимович калаçура «эпĕ» текен сăмаха мар, «эпир» тессине килĕштерни, хăйне ыттисенчен мала хуманни уйрăмах лайăх сисĕнсе тăнă. Правлени пуçĕнче самана лăпкă мар тапхăртан пуçласа пĕр улшăнмасăр 17 çул тăни «Путиловкăна» районти хуçалăхсем хушшинче çирĕппĕнех малти вырăна тытса пыма пулăшнă та ĕнтĕ. Ертÿçĕ çак ÿсĕм пĕрлешÿллĕ те килĕшÿллĕ йышăн пĕтĕçÿлĕхĕнчен, малтисен опытне çул парса, ăна вырăнта пĕлсе те йĕркеллĕн усă курнинчен килнине çав тери лайăх ăнланнă. Уншăн хăйсемпе юнашарах вырнаçнă Кульцаври Ленин (Сталин) ячĕллĕ колхоз председателĕнчен, пирĕн республикăран аграри предприятийĕсен хушшинче пур енĕпе те ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыракан Сергей Ксенофонтович Коротковран вĕренсе пыни социализм ĕçĕн эффективлăхне ÿстерме пулăшнă та ĕнтĕ. «Путиловка» колхоз Тазенов ертÿçĕ пулнă çулсенче хуçалăхăн йышлă отрасльне ăнăçлă аталантарнă хушăрах уй-хирте те, фермăра та наука çĕнĕлĕхĕсене çул парса пыма та, вĕсене ыттисем патне çитерме те тăрăшнă. Пĕчĕк Упакассипе Çиçĕмкасси колхозĕ пур кăтарту енĕпе те Йĕпреç тăрăхĕнче чи малтисен йышĕнче пулнă, вăл пĕр хутчен кăна мар СССР ялхуçалăх куравне хутшăннă, унăн дипломĕсене тивĕçнĕ.
Александр Трофимовича Йĕпреç райо-нĕнче пурăнакансем калама çук пысăк шанăç кÿнĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн парламенчĕн ĕçне икĕ суйлавра хутшăнма тивĕçнĕ. Суйлавçăсен сĕнĕвĕ-наказĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре халăх шанăçне тÿрре кăларса пыракан депутат патне ытти округсенчен килсе çÿрекенсем те йышлă пулнă çав çулсенче.
Александр Тазеновăн пурнăç çулĕ (вăл 1912 çулта Пĕчĕк Упакассинче çуралнă) Кушлавăшри земство училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн пуçланнă. Ял-йыш ăна «Путиловка» колхозăн уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă. 1940-1941 çулсенче çамрăк комсомолеца Йĕпреçри сĕт завочĕн директорĕн пуканне шанса панă. 1941 çулхи çу уйăхĕнче ял-йыш ăна «Путиловка» колхоз правленийĕн пуçлăхне суйласа лартнă, вăл çак яваплăран яваплă тивĕçе хăй пурнăçран уйрăлса кайичченех тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе çирĕплетсе пынă.
Туслă тупăшура тунă ÿсĕм-çитĕнÿсемшĕн правлени ертÿçи «,çри хастарлăхшăн» (1945 ç.), «Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче тунă пархатарлă ĕçшĕн» (1947 ç.) медальсене тата ,çлĕх Хĕрлĕ ялав орденне тивĕçнĕ.
1959 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Путиловка» колхоз правленийĕн йывăр лавне талпăнса туртма вăрçă вут-çулăмĕ витĕр çĕнтерсе тухнă Георгий Семенович Ильина шанса панă ял-йыш.
Хамăрăн статьяна пĕтĕмлетнĕ май, çакăн пек шухăш патне çитсе тăтăмăр. Агафия Сергеевнăпа Александр Трофимович Тазеновсем Пĕчĕк Упакасси ялĕн историйĕнче тĕлĕнмелле ырă та мухтавлă йĕр хăварнă. Туслă та килĕшÿллĕ çемьере ÿссе çитĕннĕ ачасем (вĕсем çиччĕн) пурте хăйсен телейне шкул сакки çинчех суйласа илнĕ ĕçсенче тупнă, Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тăрăшса чыс-сума тивĕçнĕ. Сăмах майăн каласан, эпĕ те Кульцаври вăтам шкулта Тазеновсен хĕрĕпе (Зойăпа) тата ывăлĕпе (Володьăпа) пĕр вăхăтра вĕреннĕ. Тазеновсен ачисем те тăрăшуллăччĕ.
1959 çулхи нарăс уйăхĕнче Александр Трофимович сывлăхĕ япăхланса пыма тытăннипе яваплă ĕçе пурнăçлама пăрахнă. Тăван хуçалăхĕшĕн хăйĕн вăй-халĕпе ăсталăхне нимĕн юлмиччен пама хăюлăхпа чăтăмлăх çитернĕ пуçлăх ятне ял-йыш мĕн паянхи кунчченех асра тытни савăнтармаллипех савăнтарать
Александр Трофимовича паянхи куна çитсе те манмаççĕ Кушлавăш тăрăхĕнче. Вăл тăван кĕтесĕн ыранхи кунĕн çути пултăр, ял-йыш хăйне шанса панă уй-хирсен тулăхлăхне ÿстерсе пытăр тесе тунă сумлă та мухтавлă ĕçĕсем ентешĕсемпе ĕçтешĕсене çĕнĕ ĕмĕрте те иксĕлми хавхалану кÿрсе тăраççĕ. Ял-йыш çакна халĕчченех асра тытса пурăнакан самантсенчен пĕри вăл - канăçсăр чун-чĕреллĕ хресчен çемйинче кун çути курнă Александр Тазенов хăй пурăннă чухне тăван хирте çитĕнтернĕ ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăрта кун-çул пархатарĕпе чыслăхне, пулас ырлăх-тивлет çăлкуçне курса тăнă-мĕн. Çĕр-аннемĕрĕн мул-туприне ÿстерессишĕн кунне-çĕрне уямасăр тăрăшнă, канăçа тĕлĕкре çеç курнă пуçлăх çинчен çырнă статьяна вĕçленĕ май аллăма ыраш çăкăрĕн çавра чĕллине илетĕп, Кушлавăш тăрăхĕн маттур çыннин çутă сăнарне астăвăмра çĕнĕрен чĕртсе тăратса, тепĕр икĕ çултан çитекен сумлă юбилейне йышпа паллă тумашкăн сунатăп...
«Путиловка» колхоза пĕр улшăнмасăр 17 çул ертсе пыма хăват çитернĕ Александр Тазенов обществăн паллă ĕçченĕ пулнă, халăх шанăçне тÿрре кăларас тĕллевпе Чăваш автономийĕн парламентĕнче икĕ суйлав хушши унăн депутатĕнче тăрăшнă, хăйсен округĕнчи çынсен сĕнĕвĕсемпе наказĕсене тÿрĕ кăмăллă хастарлăхĕпе пурнăçласа пынă, çавăнпа пĕрлех район Канашĕнче тата Пысăк Упакасси ял Канашĕнче депутат тивĕçне чыслă пурнăçа кĕртессине тĕпе хунă. Нимĕн ÿстермесĕрех çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума сăлтав пур пирĕн% Александр Трофимович - çĕр-аннемĕртен тата выльăх-чĕрлĕхрен сахал тăкакпах тупăш илме вĕренсе çитнĕ ăста ертÿçĕ - хăй тÿпине нимĕн юлмичченех Кушлавăш тăрăхне панă. Хăçан та пулсан (пирĕн шухăшпа, ку вăхăт çитмеллех) Пĕчĕк Упакассинче вăл пурăннă урам унăн ячĕпе хисепленме пуçласса кĕтетпĕр эпир. Çĕнĕ самана тивлечĕ паян пирĕнтен шăпах çапла тума ыйтать те. Хăйсем хыççăн манăçми йĕр хăварнă мухтавлă ентешсен сăнарĕсем нихăçан та тĕксĕмленмелле мар.
Геннадий Кузнецов
Июль 2026 |
