Иртсе пыракан çак уйăхра Киров территори пайне кĕрекен Эконом посĕлокĕнче пурăнакан икĕ çемьере мăшăрланса пурнăç çулĕпе пĕрле, алла-аллăн тытăнса утма тытăннăранпа юбилейлă çул çитнтне çывăх тăванĕсемпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе пуçтарăнса паллă тунă.
Акă Андрей Тихоновичпа Раиса Петровна Тихоновсем пĕр-пĕрне кăмăлласа пĕрлешни, пĕр хушаматлă пулма килĕшни çинчен хут куçарттарнăранпа 60 çул çитнине палăртнă. Вĕсем пек чылай çул кăвакарчăнсем пек шăкăл-шăкăл пурăнакан мăшăрсем сайра халь ялта.
Вĕсем иккĕшĕ те çак поселокрах çуралса ÿснĕ, кунтах ĕмĕрĕсене ирттереççĕ. Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă тени Тихоновсем çинчен каланăнах туйăнать. Çемьере 5 ача - 4 хĕрпе 1 ывăл - ÿссе çитĕннĕ, халĕ вĕсем 8 мăнук тата 7 кĕçĕн мăнук пуррипе хĕпĕртеççĕ. Хăйсен пурнăçне, вăйпитти çулĕсене тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ, Андрей Тихонович хурçă техника - комбайн, трактор - çÿретнĕ, нумай çул механизаторта вăй хунă. Раиса Петровна хăй вăхăтĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн Экономри склачĕн заведующийĕ пулнă. Йышлă ача амăшĕ пĕр вăхăт вырăнти çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра та ĕçленĕ. Тихоновсем пĕрре те ахаль лармаççĕ, ĕçченлĕхĕпе, типтерлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ачисемшĕн кăна мар, пĕтĕм ял-йышшăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Колхозлă ял-поселоксен аталанăвне иккĕшĕ те сумлă тÿпе хывнă. Халĕ те ĕç ветеранĕсем, вăрçă ачисем çирĕп, вашават, кил-тĕрĕшри ĕçсене ялан пĕрле тăваççĕ, тăванĕсемпе, кÿршисемпе тарават, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ.
Тихоновсен çемйине паллă кун - бриллиант туй ячĕпе саламлама Киров территори пайĕн началникĕ Евгений Ерилеев, тĕп специалист-эксперт Альбина Ильина, ветерансен канашĕн председателĕ Анфиса Иванова, Пăкăянти культура вучахĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ (ертÿçи Светлана Соловьева) килсе çитнĕ, вĕсен кил-çуртне хаваслă калаçупа, çепĕç юрă-кĕвĕпе тултарнă. Евгений Владимирович хисепе тивĕçлĕ мăшăра ăшă сăмахсем каласа хавхалантарнă, чечек çыххи, асăнмалăх парне кÿнĕ, çавăн пекех çемье юбилейĕсене палăртсах тăма, йăх-несĕл тымарĕсем хунасах пынишĕн - мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен йышĕ ÿснишĕн - савăнса тăма çирĕп сывлăх, кил-йышра тулăх пурнăç, çемьере татулăхпа килĕшлĕх суннă.
Киров поселенийĕн пуçлăхĕ Евгений Ерилеев ертсе пыракан ушкăн ял-йышра ырă ятлă, сумлă тепĕр çемьене те çитнĕ. Чыслава тивĕçнисем - Михаил Ивановичпа Роза Петровна Ефимовсем. Иккĕшĕ те «вăрçă ачи» статуса илнĕ, вĕсем те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятпа усă кураççĕ. Килĕшÿллĕ мăшăр çак тапхăрта çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа 65 çул çитине паллă тунă. Юратнă ашшĕ-амăшĕн килне ачисем хăйсен çейисемпех пухăннă, хăйсене пурнăç панă çывăх çыннисен паллă кунне йышпа уявласа ирттерме ĕçме-çимине хатĕрлесе сĕтел çине лартнă, саламлама килекен хăна-вĕрлене пĕрле тараватлăн хапăл туса кĕтсе илнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнчен çитнисене те кĕрекене лартса чейпе, кукальсемпе хăналанă.
Ефимовсем те йышлă ача çуратса ÿстернĕ, 4 хĕрпе 2 ывăла пурнăç панă, пурне те юратса пăхнă, тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă. Шел, хĕрĕсенчен чи кĕçĕннин ĕмĕрĕ кĕске килсе тухнă. Йывăр çухатăва тÿсме чун-чĕре çирĕплĕхĕ кăна мар, çемье пĕршухăшлăхĕпе туслăхĕ кирлĕ чи малтанах. Ку хаклăхсем пысăк кил-йышра пурри тÿрех сисĕнет, тăванлăх çыхăнăвĕ çирĕпленсех пырать, кирек хăçан та пĕрне-пĕри тĕрев пама, пулăшма васкаççĕ. Пурнăçра питĕ кирлĕ çак «тупра» пĕчĕккĕнех ачисенчен мăнукĕсене тата кĕçĕн мăнуксене куçать. «Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет!» - тесе пĕр-пĕринпе çыхăнсах тăраççĕ Ефимовсен несĕлне тăсакан пурнăç калчисем.
Михаил Ивановичпа Роза Петровнăна тимĕр туй кĕрекинче ларма тивĕçнĕ ятпа хăнасем те, çывăх çыннисем те ăшă сăмахсем нумай каланă, паха парнесемпе, хитре чечексемпе, хăйсем юратнă юрăсемпе савăнтарнă. Çамрăк чухнехиллех хĕрÿллĕ тапма пуçланă çакăн пек савăк лару-тăрура иртсе пынă тимĕр туйра хавасланакан мăшăрсен чĕрисем, вĕсем çакăн хыççăн малалла та тĕрĕс-тĕкел пурăнма çĕнĕ вăй хушăннине туйнă.
Светлана Быкова
Август 2026 |
