Чăваш Енри алăк туса кăларакан «Гармония» компани хăйĕн продукцине Перси заливĕнчи çĕршывсене, çав шутра Арабсен Пĕрлештернĕ Эмирачĕсене, ăсатасшăн.
Чăваш Енри компани Екатеринбургра утă уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче иртекен «Иннопром» пĕтĕм тĕнчери промышленность куравне республика делегацийĕпе пĕрле хутшăннă. Унта вăл «Majdalina Group» компанипе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Документра палăртнă тăрăх, Чăваш Енри компани хăйĕн проекчĕсене Перси заливĕнчи çĕршывсенче, çав шутра маларах асăннă Арабсен Пĕрлештернĕ Эмирачĕсенче, пурнăçа кĕртесшĕн.
«Гармония» компанин производстви Çĕрпÿре, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă. Предприяти хăйĕн продукцине Казахстана, Грузине, Таджикистана, Каркăстана ăсатнă.
Апрель 2026 |
