Кун пирки республика пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. Малтан программа 2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен вăйра пулнă. Кăçалхи январь уйăхĕнчен амăшĕн капиталĕн виçи 200 пин тенкĕ таран уснĕ.
2012 çултан пуçласа патшалăх пулăшăвне Чăваш енри 17487 çемье 1547,4 млн тенкĕлĕх илнĕ. Вĕсенчен çурри ытла (55,6 процент) укçа-тенкĕпе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Ыттисем ачисене вĕрентме (19,3 процент), виççĕмĕш ачашăн пĕр хутчен паракан тулеве илме (24,1 процент) тата автомобиль туянма (1 процент) усă курнă.
2025 çулта амăшĕн капиталĕн республикăри программине пурнăçлама 263,4 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Май уйăхĕ тĕлне пулăшу мерипе граждансене 83,9 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Çак цифрăсем патшалăх пулăшăвĕн ку енĕ çемьесене кирлине тата вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетеççĕ.
«Эпир федераллă пуçарусене пурнăçланипе пĕрле хамăрăн социаллă политикăна йĕркелетпĕр. Ачасем çуратма, вĕсене воспитани пама хăтлă условисем тăвас яваплăха республика хăй çине илет. Çемьесене курекен пулăшу мерисем вĕсен пурнăçне чăннипех лайăхлатаççĕ», - палăртнă Олег Николаев, республика пуçлăхĕ.
Ноябрь 2025 |
