Шупашкарта икĕ кунра 2 ача чÿречерен тухса ÿкнĕ. Иккĕшне те пульницăна илсе кайнă, пулăшу кÿнĕ.
Утăн 8-мĕшĕнче каçхи 8 сехетре Çĕнтерÿ тÿремĕнчи çуртри 3-мĕш хутри чÿречерен 5 çулти арçын ача тухса ÿкнĕ. Тепĕр кунхине ирхине вара Хевеш урамĕнчи 11-мĕш çуртра 3-ри ача чÿречерен ÿкнĕ. Пĕчĕкскер чÿрече айĕнче çĕр çинче выртнине иртен-çÿрен асăрханă. Ку ача та 3-мĕш хутран ÿкнĕ. Çакă паллă: хваттерте 2014 тата 2017 çулсенче çуралнă икĕ ача пулнă, вĕсен амăшĕ ирхине ĕçе тухса кайнă, ачасем хăйсем тĕллĕн юлнă.
Май 2026 |
