Юратупа çемье кунне Туçара та паллă тунă. Савăнăçлă ларă-тăрура алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне упраса юнашар 50, 55 тата 60 çул утакансене чысланă.
Ăшă салам сăмăхĕсене тата хаклă парнесене нумаях пулмасть ылтăн туй уявланă Сергей Николаевичпа Ольга Евгеньевна Агеевсем, 55 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан Петр Петровичпа Алевтина Андреевна Димитриевсем, çемье керменне 60 çул хушши упракан Иван Ивановичпа Валентина Алекскандровна Сидоровсем хаваспах йышăннă.
Юбилярсене саламлама Кĕлĕмкасси территори пайĕн ертÿçи Валерий Никонов та çитнĕ. Хисеплĕ мăшăрсене чысланă май, кашниех вĕсенчен ял тăрăхĕшĕн нумай усă тунине, общество пурнăçĕнче яланах активлă хутшăннине, ÿсекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртса хăварнă. Чăннипех те, хисепе тивĕçнĕ мăшăрсене ватă тесе те калаймăн – йăрă та маттурскерсем, ялта ирттерекен тĕрлĕ мероприятисемпе усăллă ĕçсенчен нихăçан та юлмаççĕ, культурăна аталантарас, ял тăрăхне тирпей-илем кĕртес, салтаксене пулăшу парас ĕçсенче хăйсен курăмлă тÿписене хываççĕ.
Сумлă мăшăрсем парăмра юлман: çемье ăшшине, юратăва упрас, килĕштерсе тата пĕр-пĕрне ăнланса пурăнас вăрттăнлăхсене уçса панă, çамрăксене кирлĕ канашсемпе савăнтарнă. Кăмăллă калаçу чей ĕçнĕ хушăра чылайччен тăсăлнă.
Хамăр корр.
Январь 2026 |
